Чирлеççĕ çав, чирлеççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:04 Просмотров: 339

Çĕршывра коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăсланса пынине куратпăр. Чирлекенсен шучĕ ỹссех пырать. Район больницин ача çураттаракан уйрăмне вăхăтлăха çак чирпе сиплемешкĕн уçнăран пĕр вăхăтра унта сипленекенсен йышĕ чакнă текен сăмах та тухнăччĕ. Халĕ мĕнлерех лару-тăру-ши? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе уйрăм заведующийĕпе Фирия Хафизовăпа сăмах пуçартăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

- Курассин курас килет те курнин хăтăлас килет, теççĕ халăхра. Уйрăмра 60 çын сипленмелле пулсан 73 пациента çитрĕ. Пулăшу ыйтакана тивĕçтермеллех. Чире вырăна хуманни шухăша ярать. Çăмăлттайлăха пула маска тăхăнса çỹреместпĕр. Çын йышлă пулакан вырăнтан пăрăнса иртместпĕр. Уяв кĕрекине ларакансем пурах.

- Фирия Феридовна, сиплев вăраха каять-и?

- Ỹпке мĕн чухлĕ сиенленнинчен килет. Больницăра 50 кун выртакансем те пур. Шутласа пăхăр. Çакнашкал шăрăх çанталăкра икĕ уйăха яхăн. Ун хыççăн килте тата хăвна мĕн чухлĕ вăй-хал кĕртме тăрăшмалла. Çăмăлрах чирленисем 10-11 кунран тухаççĕ. Уйăхшар сипленекенсем те сахал мар.

- Коронавирус аслисене те, çамрăксене те "тиркесе" тăмасть пулмалла?

- 20 çултан иртнисем те, вуннăмĕш теçеткене вакланисем те сиплев илеççĕ. - Чиртен пĕр хутчен сипленсе хăтăлма пулать-и?

- Иккĕмĕш хутчен больница койки çине лекекеннисем те пур.

- Мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир?

- Прививка тутармалла. Кун пирки каллех хăçантанпа калаçатпăр. Кашнийĕн ăнланулăхĕ çитсех каймасть-ха. Инфекциллĕ çын пирĕн хушăрах çỹрет пулсан ăçтан чир чактăр. Тепри ăна хăй те сисмессе пултарать. Ỹт температури ỹссен, апат тутине пĕлмесен, шăрша уйăраймасан... тухтăр патне утмалла.

Кашнийĕшĕ хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшмалла.

- Вакцина яртарнисем чирлени тĕл пулать-и?

- Сайра. Вĕсем сиплеве çăмăллăн ирттереççĕ. Тепĕр хут çирĕплетсех калатăп: прививка тутарма ан манăр. Вакцина яртарсан та сывлăх çине тимлĕх уйăрмаллах.

- Организмра ытти чир пуррисене те çулăхма пултарать пулас коронавирус?

- Паллах. Вăраха кайнă чирпе чирлекенсем, ватă çынсем коронавируса йывăррăн чăтса ирттереççĕ.

Вĕсен прививка тутарассинчен пăрăнмалла марах.

Сăмах май, сахăр диабечĕпе чирлекенсене юнри сахăр шайне тăтăшрах тĕрĕслеттерме сĕнесшĕн. Гипертонипе чирлекенсене те юн пусăмне чакаракан эмеле алă айĕнчех тытмаллине аса илтересшĕн.

Тепĕр хут çирĕплетсе каласшăн: асăрханмалла, асăрханмалла.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика