Ашшĕпе ывăлĕ те пĕр çул çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:10 Просмотров: 342

Çулсем хушăнса пыни уншăн спорт каçалăкĕнче çитĕнỹ тума чăрмантаракан сăлтав мар. Çакна Тăрăн ял тăрăхĕн депутачĕ, Треньелĕнче пурăнакан Михаил Фролов шикленсе те именчĕклĕн мар, çирĕппĕн пĕлтерчĕ. 55 çула çывхаракан икĕ ача ашшĕн, полици ветеранĕн, шалти ĕçсен службин подполковникĕн çирĕп кăмăлĕнчен, хавхаланăвĕнчен, вăй-халĕнчен унпа калаçнăçемĕн тата ытларах тĕлĕнтĕм...

 Кирек мĕнле ĕçре те çитĕнỹн пуçламăшĕ курăнать, вĕçĕ, чикки çук. Спортра та çавах. Результата лайăхлатасси, çĕнĕ кăтарту тăвасси, малтан мала ыткăнасси - спортсменăн тĕп тĕллевĕ. Михаил Васильевич çăмăл атлетикăра çĕнĕ çын мар. Спорт мастерĕн кандидачĕ И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи физкультура факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах вăрăм дистанцие парăнтарма кăмăлланă. Ун чухне студент пуçласа Мускав çывăхĕнче йĕркеленĕ марафонра 42 çухрăма çăмăллăнах чупса тухнă, малти вырăна йышăннă. Çакă спорт дневникĕнче çырăннă чи пысăк рекорд темелле. Каярахпа Андриян Николаев летчик-космонавт ячĕпе ирттерекен "Шуршăл-Шупашкар" марафона темиçе хутчен хутшăнса та (31 çухрăм) тăтăшах çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Спортсмен-ветеран Калининград, Ялта, Иваново хулисенче, кỹршĕ республикăсенче йĕркеленĕ ăмăртусенчен пысăк хавхаланупа килнине, Патăрьелĕнчи Акатуй-Сабантуйра чылай чухне çĕнтерỹçĕ пулнине аса илчĕ. Кашни ăмăрту уншăн хăйне евĕр истори, вăйлă конкурентсем, пысăк хавхалану... Й

ĕрке хуралĕн ветеранĕ паян та хăйĕн организмне, хул-çурăмне çамрăк чухнехинчен кая мар пиçĕхтерет. Кулленхи тренировка, тренажер залĕнчи хусканусем, чупса çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварни сывлăха çирĕп тытса тăма та, çĕнĕ результатсем тума та пулăшаççĕ. Кашни кун çирĕп йĕрке. Ăна пăсма та, сиктерме те юрамасть. Акă, июнь пуçламăшĕнче Шупашкарта ветерансем хушшинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Хавхалану пысăк! Пирĕн ентешĕмĕр чи лайăх кăтарту тунă, 1500 метра чупса финиша пĕрремĕш кĕнĕ. Çапла вара Михаил Фролов çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне (Шупашкарта июлĕн 16-18-мĕшĕсенче иртет) хутшăнма тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна пĕрремĕш вырăна тухнăшăн республикăн тĕп хулинче сентябрĕн 5-мĕшĕнче иртекен çурма марафона хутшăнма та ирĕк панă. Урăхла каласан, спортсмен-ветеранăн алă усма, хавшама сăлтав çук, тĕллевĕ вара сулмаклă.

Кăшт маларах, май уйăхĕнче çеç Михаил Фролов Хусанта марафона хутшăнса кăмăла лăплантаракан медале (утешительный медаль) çĕнсе илнĕ. Пысăк ăмăртура старта тăнă икĕ пин спортсмен-ветеран хушшинче 10 çухрăма чупса малтанхи 50 спортсмен йышне кĕме пултарнă.

- Спорт - манăн пурнăç çулне уçса пыракан хавхалану, пысăк вăй, çирĕп ăс-тăн, нумай çĕнĕ юлташ, çемьешĕн ырă тĕслĕх. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă чухне те мышцăсен тонусне кирлĕ пек тытса тăма тăрăшнă, тăтăшах спорт ăмăртăвĕсенче коллектив чысне хỹтĕленĕ, çамрăксене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарнă. Мухтав Турра, ывăлăм та тĕрĕс çулпа кайса чупассипе тĕнче шайне тухрĕ, - кăмăлтан калаçăва хутшăнчĕ çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕн Кирилл Фроловăн юратнă ашшĕ.

Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă Кирилл Фролов пирки нумай ырă сăмах калама пулать. Вуннăмĕш класранпах тĕрлĕ ушкăнпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ спортсмен Мускаври физкультура академийĕнче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн хăйĕн çутă çăлтăрне чăнласах тупнă. Паян вăл лайăх результатсемпе савăнтарать, . Кирилл Фролов тĕнче рекордне те çĕнетме пултарнă. Çаксене тата ытти çĕнтерỹсене шута илсех ăна Раççейри çăмăл атлетсен федерацийĕ олимпиадăна хутшăнакансен списокне (унта 10 çын çеç) кĕртни пысăк чыс çеç мар, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнỹ тума хавхалантаракан стимул. Тĕнчери çăмăл атлетсен федерацийĕ Раççейри 23 спортсмена тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма нейтраллă статус панă. Çак чыслă спортсменсен йышĕнче Треньелĕнче çуралса ỹснĕ Кирилл Михайлович Фроловăн ячĕ те пур.

Июнĕн 11-мĕшĕнче Кирилл Фролов Литвари Алитусра хăвăрт утас енĕпе тĕнче шайĕнчи турнира Раççейри пилĕк спортсмен ушкăнĕпе хутшăннă.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика