Инкек куçа курăнса килмест

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:31 Просмотров: 328

ÇВЕТТУЙ Троица каçхине çур çĕр иртсен Алманчăри Аппаковсен хуçалăхĕнче пушар пулнă. Вут-çулăм серепинче çурт çунса юрăхсăра тухнă. Сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар, ăна лабораторинче тĕпчеççĕ. Районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем инкек электропроводкăран тухма пултарнă теççĕ.

Пушар вăхăтĕнче çуртра кил хуçипе пĕрлех праçнике хуларан килнĕ тăватă мăнукĕ те пулнă. Вĕсене пурне те Шупашкарти больницăна илсе кайнă. Виççĕшне çийĕнчех кăларнă, пушарта суран илнĕ пĕр ачи тата аслашшĕ паян та больницăра сипленеççĕ.

Пурнăçра кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Юлашки вăхăтра çанталăк типĕ те шăрăх тăнăран пушар тухас хăрушлăх тата ытларах çивĕчленет. Инкек-синкекран асăрханни, тимлĕ пулни çеç усал пулăмран хăтарĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика