Чиртен тухăçлă хỹтĕлев – вакцина

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 09:33 Просмотров: 268

 Чăваш Енре, ытти регионти пекех, коронавирус инфекцийĕнчен массăллă вакцинаци иртет. Çав вăхăтрах çынсем хушшинче прививка тутармалла е çук-и текен иккĕленỹллĕ шухăшпа пурăнакансем халĕ те пур. Халăха прививка тутармалли йĕрке тата тапхăрĕсем çинчен район больницин поликлиника заведующийĕ Неонила Мулякова каласа пачĕ.

- Неонила Юрьевна, паянхи кун вирусран хăтăлмалли чи шанчăклă эмел вакцина пулас...

- Çапла. Вакцина чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр шанчăклă меслет тесен те йăнăш пулмасть. Прививка тутарнă çын коронавируспа чирлесен те ăна çăмăлрах ирттерсе ярĕ.

- Чăн малтанах камсен вакцинациленмелле?

 - Халăхпа ĕçлекенсен - тухтăрсен, учительсен, полици, Росгварди тата МФЦ, медицина, социаллă тивĕçтерỹ ĕçченĕсен, транспорт системинче вăй хуракансен. 60 çултан иртнисен пĕрин те пăрăнса юлма тăрăшмалла мар. Усал шыçă чирĕпе чирлекенсенчен хими терапине тухманнисен прививка тутарма васкамаллах.

- Коронавирусран камăн прививка тутарма юрамасть?

- СОVID-19тан 18 çул тултарманнисене, амăшĕ пулма хатĕрленекенсене, кăкăр çитерекен хĕрарăмсене вакцинацилемеççĕ. Вакцина компоненчĕсене япăх тỹссе ирттерекенсен, вăрах чирсем парăнманнисен, йывăр инфекци чирĕпе чирлекенсен прививкăна 2-3 эрнерен, сывалсан е ремисси хыççăн тума юрать. Вĕсем вакцинациленессинчен тăхтамалли сăлтавсем.

- Прививка тутарма ăçта пымалла?

- Районти тĕп больница поликлиникин 123-мĕш кабинетне, Патăрьелĕнчи Табаков урамĕнче 11-мĕш тата Шăнкăртам ялĕнчи Ленин урамĕнчи 37-мĕш çуртсене (врач амбулаторийĕсем шутланаççĕ). Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е тухтăр йышăнăвĕпе те прививка тутарма çырăнма пулать.

 - Коронавируспа чирлесе ирттерсен çыннăн хăйĕн иммунитетне çĕнĕрен çирĕплетме прививка тумалла-и?

- Прививка тума юрать. Тумалла та. Чирленĕ хыççăн 6-7 уйăхран вакцинациленме сĕнеççĕ.

- Прививка тунă хыççăн мĕнле сĕнỹсем пур?

- Вакцинациленсен çыннăн 3-5 кун мунча кĕме юрамасть, физкультурăпа спорт хусканăвĕсене тума та тăхтамалла. Прививка хыççăн вăй чакма, инъекци вырăнĕ ыратма, температура ỹсме пултарать. Çак симптомсем вакцина тунипе организм кĕрешнине пĕлтерет.

 - Хальхи вăхăтра районта коронавирус инфекцийĕнчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш компонента яртарнисем тата иммунизацие пĕтĕмпех пĕтернисем миçен?

- Планпа пирĕн 16654 çынна вакцина ямалла. Пĕрремĕшне ĕнерхи куна 4696 çынна тунă. Вĕсенчен 3656-шĕ иккĕмĕш вакцинăна та яртарнă. Çак кунсенче тата 5270 доза илсе килнĕ. Çавăнпа та прививка тутарма кăмăл пуррисем çỹлерех асăннă сиплев учрежденийĕсене çитме васкамаллах. Ялсенче вара фельдшерпа акушер пункчĕсене каймалла.

Çакна та асра тытмалла. Вакцинациленсен те çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче медицина маскисемпе тата перчеткесемпе çỹремелле, çавăн пекех чир-чĕртен сыхланма май паракан дистанцие тытăнса тăмалла.

- Тата мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнă чухне Раççей çыннисене коронавирус инфекцийĕнчен прививка тума чĕнсе каланă сăмахĕсемпе вĕçлес килет. "Хаклă çыннăмăрсем, сыхăлăха çухатмалла мар. Хăвăра та, çывăх çыннăрсене те упрама ыйтатăп. Халĕ чи пĕлтерĕшли-вакцинаци". Районта пурăнакансене те сывлăхăра упрама ыйтатăп. Хамăр патра вакцинациленме мĕн пур майсем йĕркеленине аса илтеретĕп.

- Тавах.

А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика