Тĕллевсене палăртнă, кандидатсене çирĕплетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 09:35 Просмотров: 259

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти Патшалăх Думине суйланакан кандидатсемпе тата программăри шухăшсемпе пуринчен малтан паллаштарчĕ Иртнĕ эрнере РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче тăратнă кандидатсен ячĕсене палăртнă. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕсенчен чи малтан съезд ирттерчĕ тата суйлав умĕнхи кампание пуçларĕ. Съезд делегачĕсен умĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмах каланă, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" пулас депутачĕсене пирвай пурнăçламалли ĕçсене кăтартнă. Унсăр пуçне партин федераци списокне кĕртме пилĕк кандидата сĕннĕ.

Çемьесене пулăшасси, вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем

 Президент шухăшĕпе, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" - çĕршыври пысăк пĕлтерĕшлĕ политика вăйĕ, вăл патшалăха аталан тармалли стратегие пурнăçлама пулăшать.

Патшалăх Пуçлăхĕ палăртнă пирвай пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри - ачаллă çемьесене пулăшасси - иртнĕ çулсенчи пекех вăйра юлать. Июлĕн 1-мĕшĕнчен тулли мар çемьесенче çитĕнекен 8-16 çулсенчи ачасене тỹлевпе тивĕçтерме пуçлĕç. Çавăн пекех ача çуратма хатĕрленекен амăшĕсене пулăшма, 7 çулчченхи ачана пăхма "больничнăй" илнисемшĕн тỹлев виçине хăпартма палăртнă.

- Ачасене пăхса ỹстерекен ырлăхлă çирĕп çемье - Раççей пуласлăхĕ, - тенĕ РФ Президенчĕ.

Вĕрентỹ тытăмĕнчи пирвай пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă май вăл ялсенче пĕлỹ паракан кивĕ шкулсене тĕпрен юсамашкăн ятарлă программа хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ. Сăмах май, вăл Чăваш Енре пурнăçланать ĕнтĕ.

 - Владимир Владимирович Правительствăпа "Пĕрлĕхлĕ Раççее" шкулсене çитес пилĕк çулта тĕпрен юсамалли программăна хатĕрлеме сĕнчĕ, - пĕлтерчĕ республикăн вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ, съезд делегачĕ Алла Салаева. - Кивелсех çитнисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Эпир Чăваш Енри заведенисене тишкертĕмĕр те 42 шкулпа 28 ача садне тĕпрен юсамаллине палăртрăмăр. Вĕсен 50 проценчĕ ытла кивелсе юрăхсăра тухнă. Модернизацилеме 2 миллиард тенкĕ пăхса хăварнăччĕ. Çавна май федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа шăпах вырăнлă пулĕ.

Медицина реабилитацийĕн тытăмне аталантармалли программа - патшалăхăн сывлăх сыхлавне пулăшас ĕçĕнчи çĕнĕ енĕ. Раççей Президенчĕ Патшалăх Думин депутачĕсенчен ăна пурнăçа кĕртме 2026 çулччен 100 миллиард тенкĕрен кая мар уйăрма ыйтрĕ.

Списокра - çĕнĕ çынсем

Владимир Путин хăйĕн сăмахне "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" федераци списокĕпе паллаштарнипе вĕçленĕ.

- Списокра политикăна унччентерех кĕнисем те, тĕрлĕ сферăра хăйсене кăтартнă çамрăксем те, - ăнлантарнă вăл парти списокне тумалли йĕркепе паллаштарнă май. Патшалăх Пуçлăхĕ унта оборона министрне Сергей Шойгуна, ют çĕршыв ĕçĕсен министрне Сергей Лаврова, Коммунарка больницин тĕп врачне Денис Проценкăна, "Сириус" вĕрентỹ центрĕн ертỹçине Елена Шмелевăна тата Президент çумĕнчи ача-пăча прависене хỹтĕлекен уполномоченнăя Анна Кузнецовăна кĕртме сĕннĕ. Кашни хăйĕн енĕпе - ертỹçĕ, шанăçа чăн-чăн ĕçпе тивĕçнĕ. Делегатсем Владимир Путин сĕнĕвне ырласа йышăннă.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" съездра çĕршыври пĕр мандатлă 225 округран тата регионсенчи 57 ушкăнран кандидатсене тăратнă. Чăваш Ене, Чулхула тата Рязань облаçĕсене çыхăнтаракан 22-мĕш регион ушкăнĕн списокне пирĕн республикăран РФ Патшалăх Думин хальхи депутачĕсене Алена Аршиновăпа Николай Малова тата ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова кĕртнĕ, Думăна суйланма 37-мĕш Канаш округĕпе - общество деятельне Леонид Пронина, 38-мĕш Шупашкар округĕпе ЧР вĕрентỹ министрне Алла Салаевăна çирĕплетнĕ.

- Эпир паян форумра пĕтĕм çĕршыври малтанхи суйлава хутшăннă 12 миллион çын суйлавне çирĕплетрĕмĕр. Çав кандидатсемшĕн вĕсен пысăкрах пайĕ сасăланă,- тет Алена Аршинова, Патшалăх Думине "Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" суйланнă депутат, съездăн шут комиссийĕн членĕ.

Чăваш Енре çывăх вăхăтрах "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" регионти конференцийĕ иртĕ, унта ЧР Патшалăх Канашне суйланма кандидатсене палăртĕç. Партин малтанхи сасăлавĕнче çĕнтернисене вĕсен йышне тỹрех кĕртĕç.

Аса илтеретпĕр, суйлав сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртĕ.

Сергей МИХЕЕВ

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика