Салтак пурнăçĕ асăмран тухмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:45 Просмотров: 392

Çемьере арçын ача çуралсан ашшĕ- амăшĕ ĕлĕкех салтака юрăхлă пултăр, сывлăхпа çитĕнтĕр тесе пехил панă. Çартан çирĕп хул-çурăмпа çеç мар, мораль, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе таврăннă каччăсем яланах хисеплĕ пулнă. Çар тивĕçне çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурнăçлакан çамрăк та чăн паттăр темелле.

Хирти Пикшикре пурăнакан Р. Халитова салтак шăпи малтан Дагестана, ун хыççăн Чечня Республикине илсе çитернĕ. Рифкать маларах Патăрьелĕнчи професси училищинчен водителе вĕренсе тухнă. Çартан таврăннăранпах тăван ялĕнче пурăнать, Миляуша Решидовнăпа хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Мăшăр пурнăçа начар мар сыпăнтарса пырать. Çурт-йĕрне те хăйсен вăйĕпех çавăрнă, выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çемье пуçлăхĕ кулленхи ыйтусене чăрмавсăрах тирпейлесе, татса пырать. Ăста каменщик Турă пилленĕ пултарулăхĕпе те чылай усă курать. Чылай чухне вăл Хусана та ĕçлеме çỹрет. Çапах та кирек ăçта пулсан та пушă вăхăтра салтакри туссем, йывăрлăхсене пĕрле пайланă вăхăтсем аса килнине каласа парать Рифкать Рафаилович: -

Пĕчĕк чухне вăрçăлла выляса ỹсмен ача çук та пулĕ. Ун чухне хамăр ăсталанă пăшалтан "тăшмана" тĕп тăвасси питĕ кăсăклăччĕ. Пурнăçра çавна куçпа курма вара питĕ йывăр. Салтак тумне хывни чылай вăхăт иртрĕ пулин те окопсемпе блиндажсенчи çăмăл мар самантсем час-часах куç умне тухса тăраççĕ. Пушă вăхăтра тата ыйхă вĕçнĕ каçсенче ытларах службăра пĕрле пулнă туссем аса килеççĕ. Çар службинче пулнă вăхăтсем нихăçан та манăçмĕç,- тет Чечняра çар службине ШЕМĕн ятарлă тĕллевлĕ батальонра салтак тивĕçне пурнăçланă Р. Халитов.

 90-мĕш çулсенче салтакпа калаçма паянхи евĕр çыхăну пулман. Çамрăк каччăсем çыру çырса, инçетрен хурав кĕтсе служба срокне чылай кĕскетнĕ темелле. Рифкать вăрçă кĕрленĕ çĕршыври салтак пурнăçне мăнаçланса мар, сăпайлăн çеç аса илчĕ. Çапах та хăйне çавăн пек шăпа пỹрнĕшĕн ỹкĕнмерĕ. "Çарта пулни мана пурнăçра паян кунчченех пулăшса пырать",-терĕ вăл лăпкăн çеç.

 А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика