Ринас Садаров - тĕнче чемпионĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 14:27 Просмотров: 261

 Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ Ринас Садаров кĕрешỹçĕ помост çинче хăйĕн ăсталăхне кăтартнине Патăрьелсем Акатуй-Сабантуйра сахал мар курса киленнĕ. Раççей спорт мастерĕ (çак хисеплĕ ята кăçал) абсолютлă паттăр ятне чылай хутчен тивĕçнĕ. Спортсмен кăçал та ирĕклĕ майпа тата "Корэш" мелĕпе кавир çинче кĕрешекенсене çăмăллăнах парăнтарса харăсах икĕ така илме пултарчĕ. Р. Садаров - виçĕ хутчен Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, чылай турнир çĕнтерỹçи. Çак кунсенче çеç вăл ентешсене тепĕр пысăк çĕнтерỹпе савăнтарчĕ. Тутар Республикинчи Мингер ялĕнче кĕрешекенсем хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пултаруллă спортсмен Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн помост çине тухса хăйĕн виçипе (85 килограмм) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Спортăн анлă çулĕ çине тăнă спортсменăн пĕрремĕш тренерĕ - Чăваш Республикинчи "Корэш" федерацийĕн президенчĕ Фарит Чабатов. Ăмăртуран çĕнтерỹпе таврăннă ентешĕмĕре тата унăн тренерне Эльфис Мтиева Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов малашнехи спорт каçалăкĕнче çитĕнỹсем сунса саламларĕç.

(Хамăр корр)

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика