Тĕрĕс утăм тума вăй-хăват çитерер!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 14:28 Просмотров: 349

Хĕрлĕхен, хĕрлĕ шатра, мур тата ытти тĕрлĕ чире эпир ватă çынсен калаçăвĕнчен çеç пĕлетпĕр. Медицина =аксемпе кĕрешмелли мел – прививка тума пуçличчен халăха чылай сехĕрлентернĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра коронавируспа çакнашкал лару-тăру темелле. Мухтав Турра, пирĕн тухтăр-ăсчахсем ăна хирĕç вакцина шутласа кăларчĕç. Унăн усси пулман тăк патшалăх çак ĕçе малалла тăсма укçа-тенкĕ те тăкакламан пулĕччĕ. Тĕнчипех хăратакан амака «çăвахламалли» пĕртен-пĕр хатĕр паянхи кун вакцина çеç пулнине чун-чĕрепех ăнланатпăр пулин те хăшĕсем ăна яртарма васкамаççĕ-ха. Чир çывăрмасть, сарăлать те сарăлать…Чи хăрушши вара çын çут тĕнчерен  уйрăлса кайни.

Пирĕн, хаçатçăсен, пĕрмай çын хушшинче пулнă май уйрăмах чир çаклатас хăрушлăх пысăккине тата вируса халăх хушшинче малалла сарма пултарнине шута илсе пур йышпах вакцинаци тăвас терĕмĕр. Çавăн пекех килте те çак шухăша ырласа çемйипех прививка яртарчĕç. Çывăх вăхăтра иккĕмĕш уколне те тутарăпăр. Халĕ хамăра шанчăклă туятпăр. Тинех хăрушă амак пирĕн çумма çыпçăнаймĕ. Хамăр сывлăхшăн çеç мар, çывăх çынсен пурнăçĕшĕн те шутласа çак утăма тума пурте вăй-хăват çитерер!

Александр Козлов,

«Авангард» хаçатăн

тĕп редакторĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика