Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене тата ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан çĕнĕ тỹлевсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 16:30 Просмотров: 398

2021 çулхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федерацин Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра - ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ- амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем.

Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси халĕ паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр.

Икĕ пособие тỹлессипе вара "Ачаллă çемьесене патшалăх пособийĕсем çинчен" федераци сакунне улшăнусем кĕртнĕ, ятарлă документсем йышăннă.

Сахал тупăшлă çемьесем тата ача кĕтекен хĕрарăмсем июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи илме заявлени çырма пултараççĕ.

Çĕнĕ пособие илесси çемье тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионта палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар (9804 тенкĕ).

Çĕнĕ тỹлевсене илме пултараççĕ:

- 8 çултан пуçласа 16 çулти ачасене пĕччен çитĕнтерекен тата суд йышăнăвĕпе алимент илекен ашшĕ е амăшĕ тата çемьесенче ашшĕ е амăш çук ачасем тата тăлăх ачасем;

- ача кĕтекен хĕрарăмсем пĕчĕк срокра (6 эрнерен пуçласа 12 эрнеччен) врач патĕнче учета тăнисем.

Тỹлевсен калăпăшĕ регионта йышăннă кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен килет. Чăваш Енре вăл 9804 тенкĕпе танлашать. Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене паракан укçа регионта йышăннă ачан пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 50 процентне тỹлеççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсене - ĕçлеме пултаракан çыннăн регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен шутласа, çавăн пекех, 50 процент тỹлĕç.

 Çапла вара, тулли мар çемьере ỹсекен кашни ачашăн уйăхне 4941 тенкĕ те 50 пус тỹлĕç, ача кĕтекен хĕрарăмсене - 5207 тенкĕ.

 Заявленисене Госуслуги портал урлă е Раççей Пенси фончĕн клиент службисенче пама пулать.

 Çĕнĕ тỹлевсене илес текенсен малтан çемьен вăтам тупăшне шутламалла, пурлăхăн списокне лайăх пăхмалла. Çакăн хыççăн çеç заявлени çырмалла. Асăннă пособисене уйăх вĕçленсен илме пулать.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика