Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.07.2021, 09:25 Просмотров: 330

Чăваш чĕлхи музейĕ пулĕ

Кун пирки федерацин Атăлçи округĕн шайĕнче культура эткерлĕхĕн специалисчĕсен семинар-канашлăвĕнче паллă пулнă. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Музей Етĕрне хулинче пулĕ. Унта чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Николай Ашмарин çуралнă. 17 томлă "Чăваш сăмахĕсен кĕнекин" авторĕ çуралса ỹснĕ çуртра объекта хута ярасшăн.

Вакцинаци тавра

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Енри Роспотребнадзор управленийĕн представителĕ, регионти медицина учрежденийĕсен ертỹçисем хутшăннипе "тỹрĕ лини" ирттернĕ. Калаçу тĕнче шайĕнчи чи çивĕч ыйту - коронавирусран хỹтĕленсе вакцинаци тăвасси пирки пынă. Калаçăвăн тĕп шухăшĕ вара çапла пĕтĕмленнĕ: вакцинаци тутармаллах, хальлĕхе унран лайăх сыхлăх çук.

Стела ăçта пулĕ?

Шупашкарта "Ĕç паттăрлăхĕн хули" стелăна лартмалли вырăна палăртаççĕ. Аса илтерер: ку ята кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври 12 хулана пама йышăннă, çав шутра - Шупашкар та. Çавна май ĕç паттăрлăхне халалланă стела пирĕн тĕп хулара та пулĕ. Ун çине Шупашкар гербне тата Президент Указĕн текстне вырнаçтарĕç. Стела ăçта пулассине хула çыннисем татса парĕç. Çавна май "Уçă хула" порталта сасăлав пырать.

Финал Шупашкарта иртĕ

 Июлĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкарта "Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье" конкурсăн финалĕ иртĕ. Кăçалхи конкурсăн финалне Атăлçи тăрăхĕнчи мĕн пур регионтан 14 çемье хутшăнĕ. Вĕсем - çул çитмен икĕ е ытларах ачана воспитани паракан мăшăрсем. Конкурс финалĕнче Чăваш Ен чысне Шупашкарта пурăнăнакан Львовсем хỹтĕлĕç - вĕсем Чăваш Енри конкурсра мала тухнă. Сăмах май, Александрпа Татьяна Львовсем 25 çул пĕрле пурăнаççĕ, 9 ача ỹстереççĕ, вĕсенчен 6-шĕ - опекăна илнисем.

Туристсемшĕн меллĕ

Туристсем малашне Шупашкар илемĕпе те, республикăн ытти кĕтесĕпе те анлă Атăл тăрăх çỹресех паллашма пултарĕç. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ене "Валдай" карапсенчен пĕри килсе те çитрĕ. Унта 45 çын вырнаçать. Сехетре 65 çухрăм хăвăртлăхпа ишекен караппа çуллахи вăхăтра çул çỹреве тухма уйрăмах меллĕ. Республикăна кăçал тепĕр икĕ "Валдай" карап çитмелле.

Ытларах тỹлемелле

Çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн июлĕн 1-мĕшĕнчен кашни кубла метршăн 17 пус ытларах тỹлеме тивет. Электричествăшăн хулара пурăнакансен кашни киловатшăн - 12 пус, ял çыннисен 8 пус нумайрах тỹлемелле. Çавăн пекех йăлари хытă каяша илсе тухнăшăн та хак ỹсет. Ялта тĕпленнисен çын пуçне уйăхсерен - 51,71 тенкĕ, хуларисен 64,89 тенкĕ тỹлемелле.

Космосра - чăваш символĕллĕ ракета

Июнĕн 30-мĕшĕнче космоса "Союз-2.1а" чăваш символĕллĕ тата Андриян Николаев космонавт летчик сăнне ỹкернĕ ракета вĕçсе хăпарнă. Ăна "Байконур" космодромран янă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика