Вакцинаци чир çулне пỹлетех

Категория: Публикации Опубликовано: 06.07.2021 09:39 Просмотров: 251

Роспотребнадзор вакцина яртарни чир йывăра каясран хăтаракан чи лайăх меслетсен шутĕнче пулнине аса илтерет. Уйрăмах çакна çулĕпе аслă çынсен шута илмелле.

Аслă çулхи çынсен коронавируспа чирлес хăрушлăх пысăкрах. Вĕсен иммунитечĕ хавшакрах пулнипе вирус пневмонийĕ тата тромбоз пулма пултарать. Çавăнпа та коронавирус ерсен ăна çăмăллăн ирттерме вакцина яртарни пулăшать.

Вакцинаци аслă çулхи çынсен çăмăллăн иртет. Çакă çулсене кура иммунитет реакцийĕн уйрăмлăхĕпе çыхăннă.

Вăраха кайнă чир пулсан та прививка тутармалла. Вакцина яртарнă вăхăтра чир çивĕч тапхăра куçманни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та малтанах хăвăра сиплекен врачпа канашламалла.

Пĕрремĕш прививка хыççăн 42-45 кун иртсен çеç иммунитет туллин йĕркеленет. Çавăнпа та организмра антителасем çителĕклĕ пуличчен хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла: çын йышлă пухăнакан вырăна тухса çỹремелле мар, обществăлла вырăнта маска тăхăнмалла, алла час-часах супăньпе çумалла е антисептикпа тасатса илмелле. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика