Халăхпа пурнăçланă ĕç сумлă та, хисеплĕ те

Категория: Публикации Опубликовано: 06.07.2021 09:41 Просмотров: 251

 Çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă масар территорийĕсене тирпейлесе тăрасси пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри пулмалла. Яваплăха туйса власть хушу-чĕнĕвĕсĕрех хамăрăн чунран пурнăçламалла. Кам та пулин килсе пирĕн таврара йĕрке туса парасса кĕтмелле мар. Чăнах та чылай çĕрте сăваплă та пархатарлă ĕçе ялсенче уйрăм хастарсем йĕркеленине те ырламалла. Ку тĕлĕшпе пирĕн Пăлапуç Пашьел ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Ял пухăвĕнче халăх вăйĕпе масар çуртне, унтах çумăртан-юртан хỹтĕленмелли, инструментсене упрамалли хăтлăх тăвас тĕллевпе ыйту хускатнăччĕ. Çак ырă ĕç çийĕнчех вырăнтан тапранчĕ, ăна Иван Тихонов хастар ертсе пычĕ. Пархатарлă пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе социаллă сетьре - Ватсапра - ятарлă ушкăн туса хучĕç, укçа-тенкĕ пуçтарчĕç, татса памалли ыйтусене те кунтах сỹтсе яврĕç... Урăхла каласан, ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пычĕ. Тĕнче уçă кăмăллă, ĕçчен те яваплă çынсем çинче тăрать. Вĕсем вара айккинчен иртсе каймаççĕ, яланах пулăшма хатĕр. Халăх йышăнăвне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Николай Тихонов тракторист, Сергей Чаданов фермер хуçалăхĕн ертỹçи вăрмантан йывăçсем илсе тухма, хăма çуртарса хатĕрлеме тата ыттипе те пулăшрĕç. Хальхи вăхăтра ял масарĕнче илемлĕн курăнса ларакан çурт-часовньăна тунă çĕрте Леонид Мешков, Сергей Майзуров тата ытти хастарсем, ял-йыш питĕ тăрăшнине тата пулăшнине палăртса хăвармалла. Çавăн пекех пỹрте Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Николай протоирей кĕл туса сăвапларĕ. Ырă ĕç яланах пархатарлă. Ял масарĕнче халăх вăйĕпе çурт лартма пулăшнисене пурне те чун-чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Çĕре çити таймапуç сире, ырă çынăмăрсем!

Е. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика