Хисепе тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021, 09:47 Просмотров: 291

Професси уявĕ умĕн Елчĕк почтамчĕн Патăрьел районĕнчи çыхăну уйрăмĕсенчи çак ĕçченсем ĕçри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвне тивĕçнĕ:

 - Алманчăри почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Валентина Михайловна Иванова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине;

- Пăлапуç Пашьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Владимировна Храмова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине;

- Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Раиса Вячеславовна Крысова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне;

- Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Надежда Владимировна Перепелкина Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Хисеп грамотине.

Елчĕк почтамчĕн начальникĕ Алина Головина Патăрьел районĕнчи çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансене, çавăн пекех почта ветеранĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса професси уявĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлать. Почта сфери малашне те аталану çулĕпе сулмаклă утăмсемпе утасса шанса çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей тата ăнăçусем сунать!

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика