Хĕле хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021, 09:51 Просмотров: 300

Хĕл хырăмĕ аслă. Çавна май районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх валли апат хатĕрлессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Хĕл хырăмĕ аслă. Çавна май районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх валли апат хатĕрлессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов "Батыревский" тата "Исток" хуçалăхсене çитсе курнă, вĕсен ертỹçисемпе тата тĕп специалисчĕсемпе тĕл пулнă май выльăх апачĕ янтăласси еплерех пынипе кăсăкланнă. "Батыревский" тата "Исток" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Иккĕшĕнче те витесем çĕнĕ, ĕçлеме пур услови те пур. Йыш та пĕчĕк мар.

"Батыревский" пĕрлешỹре 857 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни - 400. Вĕсен умĕнчен хĕл каçа апат ан татăлтăр тесе утă-улăм сахал мар хатĕр- лемелле. Хальхи вăхăта кунта нумай çул ỹсекен курăка иккĕмĕш хут çула пуçланă, 2173 тонна сенаж хывнă. "Исток" çĕр ĕç фирмин техники те 591 гектар йышăнакан нумай çул ỹсекен курăк анинче ĕçлет. Вĕсем 3937 тонна сенаж янтăланă. Сăмах май, кунта ĕне-выльăх 1015 пуç тытаççĕ, сăваканнине те 540 пуçа çитернĕ. Районĕпе вара пурĕ 22889 пуç ĕне-выльăха, вăл шутран 8412 пуç ĕнене шута илнĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика