Чиртен пĕрле хỹтĕленер

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021 09:52 Просмотров: 222

 Коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакмасть-ха. Пандемие пула çамрăклах пурнăçран уйрăлакансем те тĕл пулаççĕ. Эпидемиологсем вакцинаци çине тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарсах тăраççĕ. Вирус çулне пỹлес тесен шăпах çапла тумалла та. Коллективлă иммунитет кирлĕ.

Никама та пĕр-пĕр техника шутласа кăларма сĕнмеççĕ. Хăш-пĕр çĕршыври çирĕп карантина çеç илер. Çын йышлă çỹрекен вырăна тухса çỹремеççĕ. Массăллă мероприятисем иртмеççĕ. Дистанцие пăхăнаççĕ. Маска тăхăнса çỹренĕрен чир сарăлассине чакарма пултараççĕ. Китайра кунсерен миллионшар çынна прививка тăваççĕ. Кун хыççăн иммунитет тата та çирĕпленет. Организм чире хирĕç тăма пултараять. Этем историйĕнче халиччен çакнашкал хăрушă чирсене пĕр нимсĕр пĕтерни пулман-ха. Тĕнчене прививка туни çеç çăлса хăварма пултарнă.

Тепĕр чухне вакцина яртарсан та чирлекенсем тĕл пулаççĕ тенине илтме пулать. Тĕрĕсех. Вĕсем чире çăмăллăн ирттереççĕ. Нихăшĕн ỹпкине те искусствăлла вентиляципе (ИВЛ) çыхăнтарман. Çакăн пирки Коммунаркăри Денис Проценко тĕп врач та каланăччĕ.

Вакцинаци тăвасси пĕчĕк хăвăртлăхпа пырсан коронавирус чирĕ кĕркунне тата та ỹсме пултарать тесе çирĕплетет РАН академикĕ Геннадий Онищенко. Раççей Федерацийĕн вице-премьерĕ Татьяна Голикова унччен 69 миллион çынна яхăн прививка тума кирлине палăртать. Çак шута пирĕн район халăхĕ те кĕрет, паллах. Эппин, хамăр тивĕçе пурнăçлама манар мар.

А. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика