Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021, 09:56 Просмотров: 276

Пĕчĕк тракторсем кăларма тытăнĕç

Чăваш Енре ял хуçалăх ĕçĕнче усă курмалли пĕчĕк тракторсем кăларма тытăнĕç. Екатеринбург хулинче иртнĕ "Иннопром - 2021" промышленность куравĕнче тăватă енлĕ килĕшỹ çирĕплетнĕ. Документа Раççейĕн промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Шупашкар хулин администрацийĕн ертỹçи Алексей Ладыков тата "Трактор завочĕсем" концернăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов алă пуснă. Раççейĕн промышленноçпа суту-илỹ министерстви йĕркеленĕ конкурсра палăрнăран "Трактор завочĕсем" предприятипе çĕршыв шайĕнчи заказсене пурнăçлама килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çулталăкне 8 пин трактор кăлармалла. Проекта Итали çĕршывĕнчи пысăк предприятисемпе пĕрле пурнăçа кĕртмелле.

Чи пултаруллисене - стипенди

Республикăри шкул ачисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илме пултараççĕ. Çакăн пирки регионăн Вĕрентỹ министерстви пĕлтернĕ. Палăртмалла: ЧР Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине вĕренỹре пысăк çитĕнỹ тунă, республика тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтернĕ тата призер пулнă, турнирсенче, смотрсенче, пултарулăх конкурсĕсенче палăрнă 25 шкул ачине параççĕ. Стипенди илмешкĕн документсене йышăнма пуçланă.

Шăрăх таврăнчĕ

Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче 30-34 градус ăшă пулать. Çавăнпа та пурин те çанталăк условийĕсене шута илмелле, пушартан сыхланмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, хĕвел питтинче ытлашши пулмалла мар, шала кайнă чирпе аптракансен, аслă ăрурисен уйрăмах сулхăнта пулма тăрăшмалла. Шăрăх çанталăкра медицина ĕçченĕсем ытларах шыв ĕçме, тăтăшах душ кĕме сĕнеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика