Клуба кĕрсе пулмарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021 10:04 Просмотров: 244

Кĕçĕн Арапуç ялĕнчи Афган вăрçинче пуçне хунă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Геннадий Николаевич Козлов сапер вил тăприйĕ патне çак кунсенче республикăри чылай районтан тус-юлташĕ килчĕ. Манмаççĕ ăна. Çулленех пуçтарăнаççĕ. Кăçал тата ентешĕмĕр 60 çул тултармаллаччĕ. 15 çул каялла çĕкленĕ стела патĕнче пуçтарăнтăмăр малтан. Унта мана та хутшăнма тỹр килчĕ. Геннадий Николаевича асра тытса "хĕрỹ точкăсенче" пулнă Елчĕк чăвашĕ, Афганецсен канашĕн ертỹçи П.Анисимов тухса калаçрĕ. Генăн аппăшĕ, шăллĕ, йăмăкĕ те хутшăнчĕç тĕл пулăва. Кĕтмен çĕртен çумăр килсе çурĕ. Çак вăхăтра клуба çăра хуралларĕ.

 Вут-çулăм айĕнче пулнăскерсем пуçне усмарĕç, вил тăпри патĕнче те пулчĕç. Инçе çула çывăхлатса килнĕскерсене клуба илсе кĕрсе пĕр курка чей ĕçтерсе яма та май пулмарĕ. Ăнланатпăр, тен, вăхăчĕсем пулмарĕç культура ĕçченĕсен. Тараватлăх ăçта çухалчĕ-ши пирте? Хамăрăн ытти çĕрте çакнашкал мероприятие хутшăнмалла пулсан, унта пире сиввĕн йышăнсан кăмăл юлман пулĕччĕ-ши?

 В. БАЗМАНКИН

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика