Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе коронавирус ыйтăвне çивĕчлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2021, 15:46 Просмотров: 276

Коронавирус чирĕ кулленхи тĕп ыйту пулса тăчĕ. Вăл пирĕн район территорийĕнче малалла ан сарăлтăр тесен чăн малтанах кашни çыннăн унтан сыхă пулмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Иртнĕ эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура çак ыйтăва тата ытларах çивĕчлетнĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница ертỹçи Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра 26 ялта 85 çын усал чиртен сипленеççĕ. Кăтартусем районта та ỹссе пыни профилактикăна вăйлатма, обществăлла вырăнта санэпиднадзор йĕркине пăхăннине çирĕпрех тĕрĕслеме, çав вăхăтрах чиртен хỹтĕленсе ытларах вакцина тутарма хистеççĕ.

 Сăмах май каласан, районти тĕп больницăна 6 пин ытла вакцина килнĕ, 5774 çын прививка тутарнă, вĕсенчен 4324-шĕ процедурăна вĕçленĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика