Кивĕ Катексем ырă йăлана малалла тăсаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2021, 17:15 Просмотров: 240

 КАШНИ халăхăн хăйĕн культурине малалла аталантарас тесен чăн малтанах ырă йăла-йĕркене манмалла мар. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Катек ялĕнче пурăнакансен хавалĕ пысăк. Питрав уявне те вĕсем сарăмсăр çеç ирттерсе яман. Хăрах касра пурăнакан Надежда Сорокина юрă-ташă ăстин пуçарăвĕпе чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем, кинĕсемпе мăнукĕсем ĕлĕк ял уявĕ иртнĕ илемлĕ лапама килнĕ. Чăваш йăли-йĕркипе вăййа пуçтарăннă хастарсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, ялти культура çурчĕн ертỹçи Лариса Якушкина саламланă, пурне те савăк кăмăл, ырă малашлăх, çирĕп сывлăх суннă. Питрав вăййинче Кивĕ Катексем хĕвел аничченех савăннă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика