Калаçу - нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, газификаци, вакцинаци, инвестици тата ытти тавра

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2021 17:17 Просмотров: 167

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев июлĕн 13-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче "тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Калаçу 2 сехет те 25 минута тăсăлчĕ. Социаллă сетьсем тата чат-бот урлă панă ыйтусенчен 34-не Олег Алексеевич хуравлама ĕлкĕрчĕ. Ыттисене хурав пама министерствăсемпе ведомствăсене, районсемпе хуласен администрацисене хушĕç. Пĕтĕмĕшле вара эфира тухичченех 676 ыйту йышăннă, калаçу вăхăтĕнче вĕсен шучĕ тата та хутшăнчĕ.

Халăха пăшăрхантаракан самантсенчен ытларахашĕ ачаллă çемьесене пулăшассипе, çĕнĕ çуртсем патне газ пăрăхĕсем тăсассипе, çĕнĕ микрорайонсене аталантарассипе, шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тỹлевсĕр тивĕçтересси тавра та калаçу пулчĕ. Çурт лартма çĕр параççĕ, анчах та унта инфратытăм час-часах тивĕçтермест. Е тата газĕ те, çути те пур, пỹрт хăпартма вара çемьесем васкамаççĕ. Çавна май Олег Николаев çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа уйăрса парас ыйтăва пăхса тухасса палăртрĕ.

Хальхи вăхăтра пурне те пăшăрхантаракан тема - коронавирусран сыхланмалли вакцина. Çынсене обязательнăй майпа прививка тутарассине регион Ертỹçи ырламасть, анчах ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене чиртен вакцинăпа хỹтĕленме хистенине те ăнланать. Предприиятисен ĕçлемелле, эпидеми вара ĕçе чарса лартас хăрушлăх пур - çавăнпа прививка тума хистеççĕ те. Юлашки вăхăтра чирлекенсен шучĕ тăруках пысăкланнине, больницăсенче вĕсем валли ытларах та ытларах вырăн уйăрма тивнине шута илсен вакцинаци пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк.

Районсемпе хуласенче индустри паркĕ, технопарк йышши территорисем кирлĕ. Ку енĕпе чăннипех те ĕçлеççĕ-ха. Акă, пирĕн районти Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче хăватлă агропарк пулмалла - хамăр тăрăхра туса илекен ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлемелле. Çакнашкал парк Çĕрпỹ районĕнче те пулмалла.

Çакăн пек "тỹрĕ линисем" ирттерни халăхпа çывăхрах пулма пулăшнине палăртрĕ Олег Николаев.

А. ИВАНОВ

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика