Ырă улшăну пĕрлехи вăйран килет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2021 17:18 Просмотров: 168

Июлĕн14-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сумлă ушкăн - Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ - Чăваш Республикин Экономикăн аслă канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов – пулчĕ

. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Ыхра Çырми, Пикшик, Шăнкăртам, Сăкăт, Кзыл Чишма, Патăрьел, Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пулчĕç, хальхи вăхăтра тĕрлĕ отрасльте пыракан строительство объекчĕсемпе, Патăрьелсен ĕç опычĕпе, районăн малашнехи аталану çул-йĕрĕпе паллашрĕç.

Ĕçлĕ çул çỹрев Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче хута яма палăртнă инвестици площадкипе - пулас агропарк планĕпе - паллашнинчен пуçланчĕ. Нумай отрасльлĕ центрта промышленность лапамĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен цехсем, управ-складсем, суту-илỹпе курав лапамĕ, кафе тата ытти те пулмалла. Чи пĕлтерĕшли - агропарк вырăнти халăха хушма ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерĕ. Ĕçлĕ ушкăн çак ял тăрăхĕнче ăнăçлă аталанса пыракан Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн аш-какай, сĕт-çу продукцийĕсем туса кăларакан цехĕнче те пулчĕ, вырăнти пахалăхлă апат-çимĕçе пысăк хак пачĕ. Сăмах май каласан, çак продукцисем Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" курава пĕрре мар хутшăнса Патăрьел районĕн чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ, медальсене çĕнсе илнĕ. Хуçалăх выльăх-чĕрĕх çитĕнтерес, пахча çимĕç туса илес енĕпе те тухăçлă ĕçлесе пырать. Паян кунта 334 сăвăнакан ĕне, 600 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх.

Юлашки çулсенче пирĕн район ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлес ыйтупа тухăçлă ĕçлесе пырать. Çак программăна пурнăçа кĕртсе район территорийĕнче 14 кооператив аталанать. Пĕлтĕр çеç талăкра 25 тонна сĕт тирпейлекен "Эко продукт" кооператив ĕçлеме пикенчĕ. Пикшик ял тăрăхĕнчи "Молочные зори" кооператив çывăх вăхăтра производствăна ĕçлеттерсе янă хыççăн районти сĕте вырнаçтарас ыйту пĕтĕмпех татăлĕ. Унпа пĕрлех 100е яхăн çын валли ĕç вырăнĕ те пулĕ. Ĕçлĕ çул çỹрев ушкăнĕ патшалăх пулăшăвĕпе тăвакан объектра хальхи вăхăтра мĕнле ĕçсем пынипе те паллашрĕ.

Тикешри палăксен комплексĕ (Тикеш хулашĕ) - тĕрлĕ ĕмĕртен сыхланса юлнă истори вырăнĕ. Районта туризма аталантарас, хамăр тăрăхри пысăк пĕлтерĕш- лĕ палăка упраса хăварас тĕллевпе этнографипе археологи комплексĕн территорине хăтлăх кĕртме эскиз проектне (авторĕ Юрий Ювенальев) хатĕрленĕ. Проекта строительство министерствин хула строительствин канашĕ ырланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕрентỹ отраслĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйту та ăнăçлă пулса пырать. Района ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ ушкăн çакна кăçалхи вĕренỹ çулне хута яма палăртнă Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти пысăк строительство объектĕнче, Кзыл Чишмари "СЭЛЭТ-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕнче хĕрỹ строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе, çитĕнекен ăрăва кирлĕ пек аталанма мĕнле условисем туса панипе паллашрĕ.

Паян районта ĕç шавĕ тăракан строительство платформи сахал мар. Вĕсенчен пĕри-халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра специалистсем "Патăрьел-Сăкăт" автоçул хĕррипе шыв çулĕ валли хăватлă пăрăхсем вырнаçтараççĕ. Çак ĕçсем "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн (ун пирки хаçатра тĕплĕн çутатнăччĕ) пулса пыраççĕ.

Ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ ушкăн çавăн пекех районта малашне çỹп-çап тăкмалли полигон ыйтăвне татса кунта ăна тирпейлекен станци тăвас, çак тĕлĕшпе инвесторсене явăçтарас ыйтăва та çивĕчлетрĕç.

Сухан-севок - Патăрьелсен "бренчĕ". Çĕршыра туса илекен çак культурăн 40 процентне пирĕн ĕçчен те пултаруллă халăх туса илни те çакнах çирĕплетет. Анат Туçари "Лук-Агро" кооператив ку тĕлĕшпе районта пысăк ĕç тăвать, хуçалăх аталансах пырать, продукцие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатать. Иртнĕ çул çеç вĕсем икĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал хăйсен вăйĕпе тепĕр управ тума пикеннĕ.

Республика делегацийĕ çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹртре пуçламăш шкул-ача сачĕ валли хушма çурт тăвас ыйтупа та вырăна çитсе курчĕ, кăçал çеç хута кайнă Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕпе, кунтах уçма палăртнă пулас "Çăкăр" музейĕн вырăнĕпе, "Державная" Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркĕвне туса пĕтерес ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ.

- Район пĕр тикĕс тата ăнăçлă аталанса пырасси чăн малтанах власть органĕпе халăх килĕштерсе ĕçленинчен килет. Граждансен пуçарăвне шута илни, вĕсен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ малашлăха планлама май парать. Пĕрлĕхре - вăй, - пĕтĕмĕшле çапла пĕтĕмлетрĕç ĕçлĕ çул çỹреве.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика