Тăрăшулăх чыса тивĕçтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2021, 17:22 Просмотров: 202

 "Пациент питĕнчи ăшă кулă маншăн тав сăмахĕпе танах",- тет районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ Фирия Хафизова. Анчах унччен тухтăрăн самаях вăй хума тивет. Халиччен Фирия Феридовнăн çут тĕнчене сывă ача çураттарасси тĕпре пулнă. Хĕрарăмсене ывăл-хĕрне тĕрĕс-тĕкел алла илтерме тăрăшнă. Унран лайăххи мĕн пултăр. Çакă мар-и-ха телей? Паян ача амăшĕсем урамра тĕл пулсан сывлăх сунмасăр иртмеççĕ.

2020 çултан вара гинеколог тепĕр яваплă сиплев ĕçне алла илчĕ. Тĕп больницăн ача çуратмалли уйрăмĕнче коронавирусран сиплеме пуçлани хистерĕ ăна çакна тума. Хальхинче çитĕннисен пурнăçĕшĕн тăрăшмалла.

Врач сăмахпа та, эмелпе те сиплет тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Пĕрремĕш ача çуратакансене сахал мар консультаци кирлĕ. Тин çуралнă пепкисенчен уйрăлма шут тытнисем те тĕл пулаççĕ пурнăçра. Çамрăкла шутламасăр тунă утăм малашлăх çулне пỹлнине витĕмлĕ ăнлантармалла тата ытти те.

Ковид уйрăмĕнче сиплев ытларах сăмахсăр тесен те юрать. Кашни пациентăн асăрханăва маларах пурнăçламалла пулнă. Кирлĕ-кирлĕ мартан халăх йышлă пухăнакан вырăнтан пăрăнса иртмеллине пурте пĕлеççĕ. Хăнана сахал тухмалла. Уявсене хутшăнмасан та юрать. Чирĕ лексен тин чан çапаймастăн. Çыннăн пурнăçне вара çăлмаллах.

Сиплев ĕçĕнче кирлĕ практикăна илнĕ ĕнтĕ Фирия Феридовна. Хĕрарăм 11 çул врачра ĕçлет. Çак хушăра пĕрле ĕçлекенсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçре усă курнине уççăнах çирĕплетет. Хăйĕн çумĕнче ăста специалистсем пурришĕн чунтан савăнать. Ирпе пуçланса каçхине ĕç кунĕ вĕçленет тесе калаймастăн тухтăрсенне. Çĕрле те тухма тивет. Ăнсăртран сиксе тухакан операцисене тумалла. Пурнăç çулне хăй суйласа илнĕ-çке. Врач пулмашкăн ачаранах ĕмĕтленме тытăннă. Ашшĕпе амăшĕ килти ватăсене пăхнă. Çак ĕçе Фирия та хутшăннă. Çывăх çыннисене мăнукĕн сиплесси килнĕ.

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă, теççĕ. Шăнкăртам ялĕнче кун çути курнă Фирия. Пĕрремĕш вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă. Сиплев ĕçĕн факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Республикăри Перинаталь центрĕнче интернатура ирттернĕ. Унтан тăван района таврăннă. Çамрăк специалист патшалăх пулăшăвне те тивĕçнĕ. "Ял тухтăрĕн" программипе килĕшỹллĕн пỹрт-çуртне сăн кĕртнĕ.

"Манăн тыл - манăн çемье" тесе калама килĕштерет Фирия Феридовна. Ĕç хыççăн ăна килĕнче мăшăрĕ, икĕ хĕрĕпе ывăлĕ, пăянамăшĕпе пăятамăшĕ кĕтеççĕ. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕ ачисене çитĕнтерме пулăшаççĕ. Хуçалăхĕ те пĕчĕк мар. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Пахчара мĕн кирлине çитĕн- тереççĕ. Йĕри-тавра чечексем ỹстереççĕ. Наци блюдисене - губадия, эчпочман, пахлава, кыстыбый, тортсем...- пĕçерме ăста Фирия Феридовна.

Халиччен мĕн вĕреннипе, пĕлнипе, тунипе лăпланса пурăнмасть тухтăр. Гинекологран коронавирусран сиплеме пултаракан специалиста тухрĕ.

"Эпĕ çакна професси тивĕçĕ тесех шутлатăп. Малтан хама хатĕрлерĕм. Пĕрле ĕçлекенсене умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшмаллах-çке. Кĕтмен чир пулсан та хăратмарĕ. Чăн-чăн тухтăр çапла пулмалла ĕнтĕ. Эпĕ кирлĕ, усăллă ĕç тăватăп",- тет Фирия Хафизова.

Савнă мăшăр, юратнă анне, сăпайлă хĕр, хисеплĕ кин Фирия. Çаксемшĕн хĕпĕртет те. Кашни хĕрарăма пурнăçра хăйĕн телейне тупма сĕнет.

Вырăнта, районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнать тухтăр. Професси тĕлĕшпе чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ Чăваш Енре. "Эпĕ - хĕрарăм" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çак çитĕнỹсенче Фирия Феридовна ашшĕ-амăшĕн, ĕçтешĕсен, тус-юлташĕн, тăванĕсен хавхалантарăвне туять. Пĕрлехи тăрăшулăх чыса тивĕçтернишĕн савăнать. Малашне çĕнĕрен-çĕнĕ çитĕнỹсем патне ăнтăлма тăрăшать.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика