Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021, 08:42 Просмотров: 225

Хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç

Шыв тытăмне юсаса çĕнетме хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç. Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура регион Ертÿçи Олег Николаев кăçал палăртнă ĕçсем шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă нумай ыйтăва татса памаллине пĕлтернĕ. Шыв тытăмĕн объекчĕсене проектлама, реконструкцилеме, çĕнĕрен хăпартма, çавăн пекех шыв башнисемпе скважинăсене тĕпрен юсама 937 млн тенкĕ пăхса хунă. Унтан 834 млн тенкĕ – республикăри тĕллевлĕ инвестици программи шайĕнче.

Çĕнĕ пулăшу

Федерацин «Пĕчĕк-вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предприниматель пуçарăвне кăтарма май туса парасси» наци проектне кĕрекен «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене акселерацилесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре агропромри пĕчĕк формăсене пулăшмалли çĕнĕ  мая ĕçе кĕртме палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕн «Пуласлăх» грантне сыр тăвакансене, çырла тата теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерекенсене парĕç. Грант 10 миллион тенкĕпе танлашать, конкурса хутшăнаканăн ун çумне тата 30 процент хушмалла.

Кредитлани ÿсет

Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса кредитлани ÿсет. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче кăна предпринимательлĕх субъекчĕсене панă кредитсен калăпăшĕ 13 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакă иртн. çулхи тапхăртинчен 18,2 процент нумайрах.

Музей туристсене тарават

Шупашкарта шыв çинчи музей ĕçлеме тытăннă. Кун пирки республикăн власть органĕсен официаллă порталĕ хăйĕн Инстаграмри страницинче пĕлтернĕ. Июлĕн 19-мĕшĕнчен «Шупашкар» карап çинче ушкăнпа экскурсисем йĕркелеме тытăннă. Аслисен билет хакĕшĕн 150 тенкӗ тÿлемелле, ачасен — 100 тенкĕ. Аса илтерер: Балтийскри хурал карапне Шупашкара пĕлтĕрхи июлĕн 15-мĕшĕнче илсе килнĕччĕ. Карап 26 çул ĕçленĕ. Унта Чăваш Енри 100-е яхăн пограничник службăра тăнă. Карапа 1988 çулта Ярославль хулинче туса кăларнă. 1997 çулччен вăл «Соболь» ятпа çÿренĕ, кайран ăна «Чебоксары» тесе ылмаштарнă.

Кантăрпа мăкăнь ÿстернĕшĕн

Çĕмĕрле районĕнчи полицейскисем мăкăнпе кантăр ÿсекен пысăк лаптăка тупса палăртнă. Çак тăрăхра пурăнакан çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Йĕрке хуралçисем Петропавловск ялĕнче «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче 44 çулхи çыннăн хуçалăхĕнче 2 тĕм кантăрпа 364 тĕм мăкăне асăрханă. Ăна халĕ судчен тухса çÿремелле мар тесе алă пустарнă.

Снаряд тупнă

Улатăр районĕнчи Стемасс ялĕ çывăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен юлнă снаряд тупнă. Вăрçă вăхăтĕнче унта хĕç-пăшала тĕрĕслемелли полигон вырнаçнă пулнă. 1 метр ытла тăршшĕ снаряда вырăнтах сирпĕтнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика