Вакцинаци пĕлтĕрхи йывăр  тапхăра таврăнассинчен хăтарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021, 08:51 Просмотров: 217

Июлĕн 16-мĕшĕнче  «Контактра» социаллă сетьре вакцинаци ыйтăвĕпе «тӳрĕ лини» иртрĕ. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  çумĕ - вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова хуравларĕç.

Владимир Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 214285    /вĕсенчен 82 пинĕшĕ — 60 çултан иртнисем/ çын коронавирусран прививка тутарнă. Чăваш Ене вакцинăн 260 пин дозине кӳрсе килнĕ. Вакцинацин 56 пункчĕ ĕçлет, 14 мобильлĕ пункт куллен çула тухать, 58 бригада пациентсем патне çитет.

Халăхăн 36 проценчĕ вакцинациленнĕ, анчах ку сахал. «Çынсене чиртен хӳтĕлес тесен республикăра пурăнакансен 60 проценчĕн иммун тытăмне çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра инфекци анлăн сарăлас хăрушлăх пур. Чир вăй илсен пĕлтĕрхи пек асăрханулăх мерисем йышăнма тивĕ. Вакцинаци пĕлтĕрхи йывăр тапхăра таврăнассинчен хăтарĕ», — терĕ Алла Леонидовна.

Коронавирус чирĕ пурне те пăшăрхантарнăран ыйту паракан нумай пулчĕ. Вăл шутра организм вакцинăна епле йышăннипе те кăсăкланчĕç. «Кашни çыннăн тĕрлĕрен. Ӳт температури ӳсме, пуç ыратма, вăй пĕтме пултарать. Ӳт температури ӳссен эмел ĕçессинчен тăхтаса тăмалла, ун вырăнне шыв нумайрах ĕçмелле. Виçĕ кун йывăр ĕç тумалла мар», — ăнлантарчĕ Татьяна Маркелова.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика