Улшăнусемпе паллашăпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 20.07.2021 09:04 Просмотров: 131

Ял хуçалăхĕнче юлашки 5 çулта мĕнле улшăнусем пулса иртни çинчен ял хуçалăх микроперепиçĕ палăртĕ. Вăл 2021 çулхи августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пырĕ.

Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен çĕр ресурсĕсем, ял хуçалăх культурисен акмалли лаптăкĕсем, нумай çул ỹсекен ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх йышĕ çинчен ыйтусем çине хуравламалла. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем электрон çырав листисене хăйсем тĕллĕн те тултарма пултарĕç. Килти хушма хуçалăх тытакансем патне çыравçăсем хăйсем планшетлă компьютерсемпе пырĕç.

Паллă меропритие Чăваш Енре хатĕрленеме пуçланă та ĕнтĕ: объектсен списокĕсене çирĕплетеççĕ, шутлав, инструктор участокĕсен шутне палăртаççĕ. Унсăр пуçне регионти тата кашни муниципалитет районĕнчи ял хуçалăх микроперепиçне ирттермелли организацисен планĕсене хатĕрлемелле. Микроперепиçĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çулталăк вĕçĕнче паллă пулĕç.

А. ИВАНОВ

 

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика