Шигабетдиновсене асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021, 09:44 Просмотров: 171

 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăннă. Вăрçа тухса каякансем пурте çакнашкал тупа тунă-тăр "Тăван çĕршыва, тăван яла тăшман аллине памастпăрах".

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă Именкасси ялĕнчи Шигабетдиновсен çемйинче пилĕк ывăл çуралнă: Касым, Каюм, Фетах, Шейхлислам, Зартдин. Вĕсем тата Зартдинăн икĕ ывăлĕ те Минибелипе Хабибулла пиччĕшĕсемпе вăрçа тухса кайнă. Пурте паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çуралса ỹснĕ тăван ялта вара пĕр урама Шигабетдиновсен ятне панă.

Ял халăхĕ манмасть çĕршыв хỹтĕлевçисене. М.Зейнетдинов пуçарнипе, акă, ăмăрту иртрĕ. Пуçласа йĕркеленĕ пулин те йышлăн хутшăнчĕç унта. 2012-2013, 2010-2011, 2008-2009 çулсенче çуралнисем вăй виçрĕç. Çичĕ тĕрлĕ енпе ăмăртрĕç. Чупас, турник çинче туртăнас... ăсталăха кăтартрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов, ял старости П.Цыганов, Шигабетдиновсен мăнукĕ Разат саламларĕç. Паттăрсене пурне те асра тытмалла пирĕн. Хамăр мĕн пĕлнине ăруран-ăрăва куçарса каласа памалла. Çакна та тĕпе хучĕç аслисем. Ăмăрту çивĕч иртрĕ. Ачисен пултарулăхне курма ашшĕ- амăшĕ те пуçтарăннă.

Хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна Р.Зейнетдинов, А.Шарефетдинов, С.Кошкин, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Д.Кириллов, Р.Шигабетдинов, Б. Зейнетдинов, Ю.Корнилов, Д.Степанов, Д. Якупов йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене тата призерсене Динар Мавлетович Зейнетдинов хаклă парнесем, Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

 Юлашкинчен пурте пĕрле чей ĕçрĕç. Ăмăртăва малашне çулленех йĕркелеме кирлине палăртрĕç.

М. ХАБИБУЛЛОВ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика