Вакцинăна хирĕçлер мар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021 09:50 Просмотров: 299

Тĕнчере коронавирус сарăлма пуçланăранпа Раççейре 5 миллион та 800 пин ытла çын чирленĕ. 144 пинĕшĕ вилнĕ. Халĕ те кунсерен 24-25 пин çын вирус çаклатать. Мĕншĕн чакмасть-ха чир?

Унăн çулне прививка тутарни çеç хуплама май парать. Вакцина яртарма хирĕçлени вара вирусăн çĕнĕрен-çĕнĕ штаммĕсене аталанма пулăшатех. Тепĕр чухне прививка тутарни те чирлеме пултарать. Анчах вăл амака çăмăллăн çĕнтерет.

 Маска тăхăнма ỹркеннине те палăртмасăр иртме çук. Каллех хамăр сывлăхшăн. Сывлав çулĕсем урлă ерет-çке чир.

Прививка тутарас текенсен больницăна, врач офисĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене каймалла. 122 телефон номерĕпе çырăнма пулать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та ыйтăва татма май пур. Унта кĕрсе çырăнмалла çеç.

А. БАРАНОВА, Туçари врач амбулаторийĕн терапевчĕ

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика