Районта - транспорт министрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021 09:51 Просмотров: 293

Районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов тата унăн çумĕ Максим Петров пулчĕç.

Ведомство ертỹçисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă май Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи автомобиль çулĕн строительство ĕçĕсемпе паллашрĕç, Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Арапуç ялĕнчи Октябрьская урамри асфальт çул арканнине пула ăна юсас ыйтăва уçăмлатрĕç.

 Пĕлме

Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи çула ял территорине комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн тăваççĕ. Объект подрядчикĕ - "ДОРРСАР" пĕрлешỹ (ертỹçи - Вячеслав Козлов), 1 çухрăма тăсăлакан çул хакĕ - 39,7 миллион тенкĕ. Подрядчик ĕçе планпа 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче вĕçлемелле. Анчах вăл кăçалхи сентябьтех туса пĕтерме шантарать.

(Хамăр корр.).

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика