Çĕр ыйтăвне хускатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021 09:52 Просмотров: 295

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра районти Общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн членĕ Анатолий Самакин ертсе пынă.

Лару ĕçне район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков хутшăннă, районти Общество канашĕн членĕсене удостоверенисем панă, малашне те район пурнăçне хастар хутшăнма ырă суннă. Çавăн пекех Николай Антонович ларăва хутшăннисене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă, усал чир малалла ан сарăлтăр тесе халăхпа вакцинаци пирки ăнлантару ĕçне вăйлатмалли çинчен аса илтернĕ.

Общество канашĕн членĕсем ларура "Патăрьел район территорийĕнче çĕрпе тухăçлă усă курмалли мерăсем" темăпа калаçу пуçарнă. Паян вăл çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов ял тăрăхĕсенче çĕрпе тухăçлă усă курмалли ыйтăва çивĕчлетнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика