Конкурсра - чăн лидерсем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021 09:53 Просмотров: 296

"Раççей лидерĕсем - 2021" конкурса хутшăнмашкăн Чăваш Енри 23 лидера йыхравланă. Конкурсăн куçăн майпа иртекен тапхăрĕнче вĕсен управлени компетенцийĕсене хаклама тивĕ.

Пĕтĕмпе кăçал тупăшăва хутшăнас кăмăллисенчен 182 пин заявка йышăннă. 73,5 пинне конкурса хутшăнма ирĕк панă. Куçăн мар тĕрĕслев витĕр 4 пине яхăн çын тухнă. Конкурс ертỹçи Алексей Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх ку хутĕнче тупăшăва 8 профиль трекне пайланă. Пĕлтĕр пуçарнă "Наукăпа" "Сывлăх сыхлавĕсĕр" пуçне çĕнĕ трексене старт панă: "Бизнес тата промышленность", "Патшалăх управленийĕ", "Культура", "Информаци технологийĕсем", "Студентсем" тата "Пĕтĕм тĕнчери".

Мĕн пур тĕрĕслев витĕр тухнисенчен пысăк пайĕ - 40 процент ытла - предпринимательлĕхре ĕçлесе курнисем, 29 проценчĕн власть органĕсенчи ĕç опычĕ пур, 96 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 26 проценчĕ икĕ е ытларах хут та аслă пĕлỹ илнĕ, 1 проценчĕ - наукăсен докторĕсем.

Тупăшас кăмăллисен йышĕнче арçынсем ытларах - 79 процент. Хĕрарăмсем "Культура" трекра йышлă, çапах унта та арçынсене çитеймеççĕ - 49 процент. Конкурсантсен вăтам ỹсĕмĕ - 36 çул.

Конкурса йĕркелеме тытăннăранпа иртнĕ виçĕ çулта 300 ытла "Раççей лидерĕ" пысăк должноçсене йышăннă. Çав шутра - федераци министрĕсен пуканĕсене те. Çавăн пекех регионсен, хуласен аслă должноçĕсене йышăннисем чылай.

Аса илтеретпĕр: "Раççей лидерĕсем" конкурса "Раççей - анлă майсен çĕршывĕ" организаци, РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе туса хунăскер, йĕркелет. Организаци тĕллевĕсен шутĕнче - граждансене хăйсен пултарулăхĕпе усă курма май парасси, социаллă лифтпа тивĕçтересси.

Павел ВАСИЛЬЕВ

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика