Шăрăх çанталăк витĕм кỹчĕ тухăçа, пĕрлех хака

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2021 13:51 Просмотров: 267

КĂÇАЛХИ шăрăх акнă-лартнă çимĕçсене пухса кĕртме пикенсен тỹрех сисĕнчĕ. Тыр-пул тухăçĕ пит савăнтармарĕ, пучахри пĕрчĕсем туличченех хытрĕç. Çĕр улмие те ăнса пулнă теме çук. "Иккĕмĕш çăкăрăн" йышĕ пур, анчах иртнĕ çулхи пек шултăра мар. Çакă хака та витĕм кỹчĕ. Хальхи вăхăтра тымар çимĕçе ютран килнисем 15-20 тенкĕпе туянаççĕ, ытти çул 5-6 тенкĕпех сутма тиветчĕ.

Пахча çимĕçрен хĕвеле кăмăллакан помидор, арпуспа дыня вара пирĕн тăрăхра та ăнса пулчĕç. Вĕсем тутипе те, пахалăхĕпе те ăшă çĕрте çитĕннисенчен пĕрре те кая мар.

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика