Кĕтменлĕх пулмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2021 13:59 Просмотров: 262

Çак кунсенче районта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕн çумĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ. 2

021 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлакан Пĕтĕм Раççейри çырав Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн кĕтменлĕх пулмĕ: комисси йĕркеленĕ, уполномоченнăй пулма Ирина Чиркинана çирĕплетнĕ, информаци пухакансем валли 10 пỹлĕм уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсемпе пỹлĕмсене тара илме, транспортпа тата çыхăнупа тивĕçтерес енĕпе килĕшỹсем тума хатĕрленеççĕ.

Аса илтеретпĕр, яваплă мероприяти цифра технологийĕсемпе усă курса иртет. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ - Раççей çыннисем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен кашни хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Çавăн пекех çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ "Мои документы" центрсенче те çырава хутшăнма пулать.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика