Ветеринарсен - çĕнĕ йĕрке

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2021, 13:59 Просмотров: 358

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ветеринарин çĕнĕ правилисем вăя кĕреççĕ. Çавна май малашне мăйракаллă шултра выльăх лейкоз чирĕпе чирленине тупса палăртсан ăна усракан хуçалăхра тата унăн таврашĕнчи 5 километр сарлакăш лаптăкра карантин йĕркине çирĕплетĕç. Ун пек вырăнтан выльăха илсе тухма юрамасть. Сывă ĕнесемпе чирлисене пĕрле тытма та чарĕç. Инфекциллĕ ĕнесен сĕтне пăрусене те ĕçтерме юрамасть. Лейкозпа чирлĕ ĕнесемпе вăкăрсене диагноз лартнă хыççăн 15 кунран кая юлмасăр пусма ямалла, чирлĕ выльăхăн сĕтне тĕп тумалла. Чир сарăлнă вырăнта инфекциллĕ выльăха пĕтерсен, серологи тĕпчевĕ ирттернĕ хыççăн нимĕн те тупмасан карантина пăрахăçлĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика