«Пушкин картти» программа старт  илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2021, 14:01 Просмотров: 361

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илнĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çӳреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ.

«Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14-22 çулсенчи граждансене параççĕ. 2021 çулта карта балансĕ çинче — 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. Карттăпа музейре, театрта, концерт залĕсенче, филармонире, «Пушкин картти» проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕнче билет туяннă чухне ятарлă терминал, вĕсене «шурă терминал» теççĕ, тӳлемелле.

                (Хамăр корр)

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика