Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.09.2021, 09:30 Просмотров: 317

Мемориал çĕкленĕ

Етĕрнере мемориал комплексĕ тăваççĕ. Ăна Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунисене тата 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă. Хальлĕхе строительсем палăкăн никĕсне хывнă, кỹлепине тăваççĕ. Ĕçе çак уйăхра вĕçлеме палăртнă.

Лидерсен шутĕнче Чăваш Ен

"Демографи" наци проекчĕн пĕр программине пурнăçлас тĕлĕшпе çĕршывра лидерсен шутне кĕнĕ. Роструд асăннă проектăн тытăмне кĕрекен "Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси" проектпа килĕшỹллĕн граждансене çĕнĕ профессисене тỹлевсĕр майпа вĕрентес енĕпе ĕçленине кура ырласа хакланă. Август вĕçĕ тĕлне республикăра пурăнакан 700 ытла çынна ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçсене алла илме янă.

Туризм хăватне ỹстерĕ

 Кăçал "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ" наци проекчĕ ĕçе кĕчĕ. Вăл туризм хăватне ỹстерме тивĕç. Проект виçĕ пайран тăрать: "Туризм инфратытăмне аталантарасси", "Туризм пулăшăвĕсемпе усă курассине анлăлатасси", "Туризм сферинчи управленине лайăхлатасси". Рсепубликăри туризма 2030 çулччен атлантармалли концепцие шăпах наци проектне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре 5 территорие анлăлатĕç.

Çĕнĕ оборудовани

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Республикăри онкодиспансера çĕнĕ оборудовани - ультрасасă диагностикин икĕ тытăмне - илсе килнĕ. Вĕсем пациентсен пысăк йышне йышăнма май параççĕ, çакă вара халăха диагностика пулăшăвĕ парас ĕçе ырă витĕм кỹрет.

Террортан нуша курнисене асра тытса

"Эпир - террора хирĕç!" ят панă ЧР Культура министерствин, ЧР террорпа кĕрешекен комиссийĕн, Чăваш Енĕн Туслăх çурчĕн тата республикăри Халăхсен ассамблейин пĕрлехи флешмобĕ сентябрĕн 3-6-мĕшĕсенче иртнĕ. Республикăра пурăнакансем террористсенчен инкек тỹснисене асра тытса тăван чĕлхепе "Эпир - терроризма хирĕç!" тесе çырнă плакатпа сăн ỹкерĕннĕ видеофайлсене социаллă сетьсенчи аккаунтсене вырнаçтарнă.

34-ăн вилнĕ

 Çуллахи виçĕ уйăхра республикăри шыв-шурта 35 инкек сиксе тухнă. Вăл 34 çын пурнăçне татнă, çав шутра 4 ачанне. Инкек сăлтавĕ ятарлă вырăнта шыва кĕменнипе, ỹсĕр пулнипе çыхăннă. Çăлавçăсем пĕлтернĕ тăрăх, шыва путнă 30 çынран 18-шĕ эрех ĕçнĕ пулнă. Путнисен 88 проценчĕ ятарлă вырăнта шыва кĕменрен шар курнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика