"Сэлэт Батыр" туризма та аталантарма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.09.2021, 09:40 Просмотров: 307

Шкул яланах мăнаçлăх, ырă малашлăха çул уçакан кĕтес шутланнă. Вăхăтĕнче Кзыл Чишмари виçĕ хутлă вĕрентỹ учрежденийĕ те хаваслă ачасен сассипе кĕрлесе çеç тăнă. Шел, ку чухнехи пурнăç сĕмĕ çак яла та йĕрсĕр хăвармарĕ. Çуралакан ачасем чакса пынăран шкул çурчĕ пушаннăçемĕн пушанса пычĕ. Юлашкинчен унăн алăкĕсем хупăнни вара чылайăшне пăшăрхантарчĕ, ун никĕсĕнче çивĕч ăслă-тăнлă ачасен пултарулăхне туптакан центр уçма шутлани çĕнĕрен ырă шанăç пачĕ. 2020 çулхи июль уйăхĕнче Хусанти "Возрождение" ыр кăмăллăх фончĕ тата район меценанчĕ Гузалия Сафина хастарлăхĕпе çак вырăнтах шкул çумĕнчи никĕсе малалла анлăлатса, пушă ларакан çурта реконструкцилесе "Сэлэт Батыр" центр тума пикенчĕç. Ĕç паянхи евĕр кал-кал та ăнăçлă пырсан объекта 2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярас тĕллевлĕ.

 Эпир пынă чухне ялти строительство площадкинче хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. Юрий Дружинин прорабпа Марат Шакуров участок начальникĕ кунти ĕçсене кашни кун йĕркелесе, тирпейлесе тăраççĕ, строительство материалĕсене йышăнаççĕ, рабочисемпе тивĕçтереççĕ тата ытти те.

- Хальхи вăхăтра вĕрентỹпе воспитани комплексĕн çывăрмалли корпусĕн виççĕмĕш хутне купалаççĕ. Строительсем, ытти рабочисем ытларах çак ялтанах. Алманчăран, Красномайскинчен ĕçе çỹрекенсем те пур. Куллен 50а яхăн рабочи ĕçлет объектра. Пĕрлех çĕр ĕçĕпе, канализаци, газ, шыв ыйтăвĕпе те тимлесе пыратпăр. Куллен 5 е ытларах хăватлă техника тăрăшать: 3 экскаватор, 2 КамАЗ, самосвал машина... Унсăр пуçне икĕ кран чарăнмасăр ĕçлет. Сентябрь пуçламăшĕнче хушма çуртăн виççĕмĕш хутне купаласа пĕтерсе тăррине витме пуçласшăн. Ĕçе кал-кал та вăхăтра пурнăçлама условисем çителĕклĕ, - кăмăлтан паллаштарчĕç вĕсем строительсен ĕçĕпе.

 Ушкăн вăйĕ пур ĕçре те пулăшĕ

Виçĕ яла - Кзыл Чишма, Красномайски, Çĕнĕ Чĕпкас - пĕрлештерсе тăракан Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче ĕлĕкех чăваш, тутар наци çыннисем килĕштерсе пурăннă. Паян та çаплах. Ун пек чухне вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва кирлĕ пек йĕркелеме, пĕрлехи вăйпа ял илемĕшĕн тăрăшма, пăшăрхантаракан ытти ыйтăва татса пама та ансат. –

Хальхи вăхăтра халăх шухăшĕ, унăн пĕрлĕхĕ пысăк вăй. Ялта çеç мар, районта, республикăра, çĕршывра та çавах. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче тăвакан пархатарлă ĕçсенче те тĕп вырăнта халăх шухăшĕ, унăн интересĕ тăрать. Иртнĕ çул эпир пуçару бюджечĕпе пушар хăрушсăрлăх ыйтăвне пурнăçа кĕртсе кỹлле тирпейлерĕмĕр. Çывăх вăхăтра çак меслетпех Кзыл Чишмари Чапаев урамĕнчи çула çĕнетесшĕн. Халăх пая кĕнипе пĕрле тăватă миллион тенке яхăн ларать вăл. Проекчĕ хатĕр. Сăмах май каласан ял тăрăхĕнче кĕркунне-çуркунне автомашинăпа кĕрсе тухма кансĕр урамсем çук. Ку тĕлĕшпе Красномайскинчи Н. Мышов староста кăтартуллă, ял-йыша кирек мĕнле ĕçе те кар тăма хавхалантарма пĕлет. Ю. Чубаков фермер та ял халăхĕшĕн пархатарлă ĕçсем чылай тăвать.

Çавăн пекех Красномайскинчи кивĕ масар картине тирпейлеме, Çĕнĕ Чĕпкасра (кунта паянхи кун 9 хуçалăхра 17 çын пурнать) ашкăрса кайнă йывăçсене касса йĕркене кĕртме палăртнă,- паллаштарчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р. Камалов.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕнче тĕрлĕ шайри депутатсем, старостăсем çеç мар, общество канашĕн хастарĕсем те хальхи вăхăтра пысăк вăй, пулăшу шутланаççĕ. Ку тĕлĕшпе Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче Халимулла Хамматов ертсе пыракан канаш ăнăçлă та тухăçлă ĕçлесе пынине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Вĕсем чылай чухне халăх ыйтăвне, шухăшне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне çийĕнчех çитереççĕ, вăл е ку ыйтăва татса панă çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Общественниксем ытларах ялти урамсене тирпейлĕ тытса тăрас, ватăсен ыйтăвне тивĕçтерес тата ыттипе те тимлеççĕ.

- Ял - пирĕн пурнăç. Эпир кунта çуралнă, кунтах тымар янă, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унтан хакли, пахи пирĕншĕн урăх нимĕн те çук. Çавăнпа та тăван ял аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн, унăн илĕртỹлĕхĕшĕн пурин те тăрăшмалла. Халăхпа кар тăрсан нумай ырă ĕç тума пулать. Пĕрлĕхре - çирĕп вăй, -пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Общество канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринарĕ ĕçченĕ, "Çулталăк çынни -2019" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ Х. Хамматов.

А. ЕГОРОВА

 Хаклав Арслан САЛИМГЕРЕЕВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кзыл Чишма:

- Çамрăксене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан обществăлла центр проекчĕ урамрах çакăнса тăрать. Вăл тул енчен те, шалтан та килĕшỹллĕ те капăр пулмалла. Тăван шкул никĕсĕ пĕтменни, малалла аталанни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах тăван ялăн инфратытăмĕ те чылай пуянланĕ, хăтлăланĕ. Кунта хамăр район ачисем çеç мар, республикăри ытти районтан, хуларан та килсе ятарлă программăпа пĕлỹ илме, çав вăхăтрах сывлăха тĕреклетме, спорт площадкинче киленме, хитре садра уçăлса çỹреме пултараççĕ. Интернатра 150а яхăн ачан çакăнтах пурăнса тарăн пĕлỹ илме май пулĕ. Мана, ялти шкулта нумай çул шкул директорĕнче тăрăшнă педагога çеç мар, ашшĕ-амăшне те ку савăнтарать. Пирĕн ялтан пысăк чĕреллĕ, ырă кăмăллă меценат, çĕршывăн патриочĕ ỹссе çитĕннĕшĕн, тăван халăхшăн, район малашлăхĕшĕн, çамрăксен пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн çав тери хĕпĕртетпĕр. Центр пирĕн ялта уçăлни Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туризма аталанма май паракан çăлкуç та пулĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика