14-мěш хут Турханта

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2021, 14:01 Просмотров: 268

Сентябрěн 7-мěшěнче Турханта Алексей Кокель ячěллě Пěтěм тěнчери 14-мěш пленэр ěçлеме пикенчě. Вăл пĕр эрне тăсăлě.

Профессионал художниксем пуçтарăннă мероприятие сумлă-лару тăрура уçнă çěре Патăрьел район администрацийěн пуçлăхě Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăхěн пуçлăхě Александр Еремеев, Раççейпе Беларуç çěршывěсен Общество палатин членě, Кокельпе çыхăннă Пěтěм тěнчери культура    проекчěсен ертÿçи, культорологи докторě, истори ăслăлăхěсен кандидачě, И.Н.Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěн профессорě Владимир Васильев, ял халăхě, педагогсемпе шкул ачисем хутшăнчěç.

Кăçалхи пленэра Раççейěн тěрлě кěтесěнчен тата Беларуç Республикинчи тăхăр  художник килме кăмăл тунă. Хăшěсем Турханта пěрре мар пулнăран хăйсен савăнăçне пытараймарěç.

_ Тěнчипе паллă ентешěмěр Алексей Кокель çуралнă ялěнче иртекен пленэр Юхмапа Пăла тăрăхěпе пěрлех Чăваш Ен чысěпе сумне те çěклет, çěршывсем, регионсем, тěрлě халăх хушшинчи туслăха çирěплетме пулăшать. Çавăн пекех сăрă ăстисене çак эрнене   Патăрьел районěн хисеплě гражданинне, обществăпа патшалăх деятельне, Алексей Кокелěн ятне çěклес тěлěшпе ырми-канми тăрăшнă  Лев Кураков академика та халаллама ыйтасшăн, _ терě пухăннисене саламланă май Рудольф Селиванов.

Турхан шкулěпе тата Алексей Кокель музей-çурчěпе паллашнă хыççăн художниксем пирĕн тавралăха ӳкерме пикенчĕç.

А. Иванов

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика