Сăрласа çĕнетнĕ палăк танкистене уява кĕтет

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2021, 14:17 Просмотров: 277

 ТĔРЛĔ çарта службăра тăнисем хăйсен уявне пĕрле пухăнса паллă тăвасси йăлара. Çакă салтак тивĕçне пурнăçланисен хисепне ỹстерме, ачасен чĕринче патриотлăх туйăмне вăратма май парать. Службăра пулнисен туслăхĕ нихăçан та иксĕлменнине те кăтартать. Çакна сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăвакан Танкистсен кунĕ те çирĕплетет. Тĕрлĕ çулта çар ретĕнче тăнă районти танкист-ветерансем çулленех Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнче вырнаçтарнă хăватлă техника умне пухăнса хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсаççĕ. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче 10 сехетре уяв митингне йĕркелеме палăртнă.

 Сăмах май, кăçал танкист-ветерансем хăйсен вăйĕпе танка сăрласа çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Халь вăл çар чаçĕсенче службăра тăраканнисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çавăн пекех территорие те тасатса тирпейленĕ. Кунта тĕл пулма, салтак кунĕсене аса илсе калаçма та кăмăллă. Патăрьелĕнчи танкист-ветерансен комитечĕ ĕнерхи салтаксене уява кĕрхи ĕçсене пăхмасăрах хутшăнасса шанса тăрать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика