Урам - ял тĕкĕрĕ, уншăн пĕрле тăрăшма тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.09.2021 13:54 Просмотров: 156

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ялсене хăтлăх кĕртес, урамсемпе тăкăрлăксене тирпейлĕ тытас, çулсене çĕнетес, çынсен культура шайне ỹстерес тĕллевпе çулсеренех конкурс йĕркелеççĕ. Унăн итогĕпе "Авангард" хаçат вулаканĕсене кĕскен паллаштарнăччĕ. Аслă Чементи Федор Туптов ячĕпе хисепленекен урам "Районти чи кăтартуллă урам-2021" номинаци çĕнтерỹçи. Кунта ултă урам. Вĕсенче кашнийĕнчех кил-çурт умĕнчи, касри тирпее тытса тăма тăрăшаççĕ темелле. Çапах та Граждан вăрçин паттăрĕн ятне панă ентеш ячĕпе хисепленекен урам пуринчен те илемлĕ, кăтартуллă пулнине район комиссийĕ те çирĕплетнĕ. Вăл кĕске те мар, 800 метра тăсăлать.

Кунта 40е яхăн хуçалăх, обществăлла объектсенчен ача сачĕ, врач амбулаторийĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, çветтуй Василий ячĕллĕ чиркỹ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк, ял администрацийĕпе вулавăш вырнаçнă. Урамра икĕ хутлă капмар çуртсем çукпа пĕрех. Унччентерех тунă пỹртсем ытларах. Çапах та кунта тикĕс çулпа киленсе утса пыма питĕ кăмăллă. Çул айккипе çамрăк йывăçсем куçа илĕртеççĕ: çăка, чăрăш, пилеш, хурăн... Вĕсене пурне те çĕр çумĕнчен çỹлелле пĕр тикĕс шурă тĕспе сăрланă. Урамра ниçта та ашкăрса ларакан курăк е хыт хура, сапаланса выртакан ăпăр-тапăр япалана курма çук. Ун вырăнне килсерен тенĕ евĕр пахчара хĕм сапса ларакан çеçкесем, лутра тĕмсем, капăр клумбăсем, ачасем, ваттисем валли йĕркеленĕ кану вырăнĕсем куçа илĕртеççĕ. Чи тĕлĕнмелли тата мăнаçланмалли - çак тирпей-илеме Федор Туптов урамĕнче пурăнакансем пурне те хăйсен вăйĕпе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннипе, кашниех пархатарлă ĕçе хăйсен тỹпине хывнипе туса пыраççĕ.

- Кирек мĕнле урам та ял тĕкĕрĕ. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - ял хăтлăхне, халăхăн культурине ỹстересси. Кăçалхи конкурс çĕнтерỹçисем пирки çакна палăртса хăварас килет. Вĕсем хăйсен кассинче кашни эрнере тенĕ пекех субботник ирттереççĕ. Кунта пурăнакансене пĕрне ырласа тепĕрне хурлама çук. Пурте пĕр çын пек ăнланса ĕçлеççĕ: Пузайкинсем, Медведевсем, Ивановсем, Туптовсем тата ыттисем те. Çак урамрах 96 çулхи хисеплĕ ĕç ветеранĕ Н. Мулгачева та пурăнать.

Ял тăрăхĕнчи тирпей-илем- шĕн, хăтлăхшăн чăн малтанах депутатсем яваплă. Ку тĕлĕшпе пирĕн команда шанчăклă. Туптов урамĕнчи Владимир Фроловпа Борис Лысов депутатсем те пысăк хастарлăхпа халăхпа пĕрле нумай ĕç туса пыраççĕ,- кăмăлтан паллаштарчĕ Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев.

 Сăмах май каласан, Аслă Чементе кăçал халăхăн пуçарулăхĕпех масар çуртне хăпартрĕç, йĕри-таврашне тирпейлерĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика