Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.09.2021 13:55 Просмотров: 155

Йăнăшсене тỹрлетме пулăшĕ

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Коррупципе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Канашлура патшалăх тата муниципалитет органĕсен ĕç-хĕлне тивĕçтерме таварсем туяннă чухне коррупци преступленийĕсенчен асăрханма йышăнакан мерăсене пăхса тухнă. Тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, тендер ирттернĕ чухне право йĕркине пăсасси саккасçăсен компетенцийĕ пĕчĕккипе тата контрактăн пуçламăш хакне палăртнă, проект-смета докуменчĕсене хатĕрленĕ чухне йăнăшсем тунипе çыхăннă. Олег Николаев патшалăх тата муниципалитет суту-илĕвне централизацилени çак йăнăшсене тỹрлетме пулăшассине палăртнă.

26 метр çỹллĕш пулĕ

 Республика бюджетĕнчен Шупашкар валли 28,4 млн тенкĕ уйăрĕç. Ку укçа "Ĕç паттăрлăхĕн хули" стелăна тума кайĕ. Аса илтерер: Шупашкар çак хисеплĕ ята кăçалхи май уйăхĕнче тивĕçнĕ. Паянхи кун тĕлне ку ята Раççейри 23 хула илнĕ, вĕсенче пуринче те стела пулмалла. Шупашкарта ăна Ленин проспектĕнче вырнаçнă Тĕп почта умне лартĕç. Ун çывăхĕнчи сквера та хăтлăлатĕç. Стела 26 метр çỹллĕш пулĕ.

Туристсем валли

М-12 çул çинче туристсем валли инфратытăм пуласса шантараççĕ. ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, магистраль строительствине пуçăнас ĕç пырать. Çул çинче нумай функциллĕ 2 зона пулмалла, унта АЗС, СТО, хăна çурчĕсем, сервисăн 3 комплексĕ, канмалли 4 лапам вырнаçĕç. М-12 çул Чăваш Енре 94 çухрăм пулĕ.

Карттă тĕрлеççĕ

Çакăн пек ят панă Республика кунĕнче старт илнĕ проекта. Ун чухне Чăваш тĕррин музейĕ пур района та вĕсен чиккисене палăртнă пир татăкĕсем валеçсе панă. Вăхăт иртнĕ май музее республикăн тĕрленĕ карттин пайĕсем килме пуçланă ĕнтĕ. Тĕрĕçсем ăна хăйсен ылтăн аллипе чун кĕртнĕ.

ЧР Çулталăк пуçланнăранпа - 2944 рейс

Çулла Шупашкарти аэропорт 1484 рейс йышăннă. Пĕр кунра вăтамран - 16 рейс. Çак тапхăрта аэропорт 154 пин пассажира йышăннă. Танлаштармашкăн: çуркунне унта 96 пин пассажир килнĕ. Сентябрь уйăхĕнче вĕсен йышĕ чакнине палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа 2944 рейс(301 пин пассажир) йышăннă.

Демографи лару-тăрăвĕ чаплах маар

 Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче пирĕн республикăра 11195 пин çын пурнăçран уйрăлнă. Ку, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 8,7 процент нумайрах. Уйрăмах ялсенче пурăнакансен йышĕ чакнă. Ача та сахалрах çуралнă: пĕлтĕр 6493 пепке кун çути курнă, кăçал - 6385.

Хамăр апатшăн сасăлар

Раççей ял хуçалăх министерстви иккĕмĕш хут "Вкусы России" наци конкурсне ирттерет. Кăçал унта апат-çимĕç туса илекенсем 84 тăрăхран хутшăнаççĕ. Вăл шутра Чăваш Енрен те. Пирĕн республика чысне шăрттанпа хăмла, качака сĕчĕпе пыл, "Сăр" çăкăрĕ хỹтĕлеççĕ. Вĕсене экспертсен комиссийĕ тата Раççейре пурăнакансем хаклаççĕ. Сасăлав октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен пырать. Конкурса 8 номинаципе пĕтĕмлетеççĕ.

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика