Сак тулли саккăрăн, пурте хамăрăн

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021 11:02 Просмотров: 139

ÇУРТРА ача сасси янăранинчен пахараххи тата мĕн пур-ши? Паллах нимĕн те. Вĕсем пỹрте тирпейсĕрлетсен тарăхатăн, итлемесессĕн хушăран вăрçса та илетĕн, анчах пепкесем ăçта та пулин кайсассăн кил пушансах юлать. Çавăнпа та 3-4 е ытларах ачаллă çемьесене ăмсанмалăх та пур. Ашшĕ-амăшĕ куç тулли шăпăрланĕ чупса-выляса çỹренипе куллен савăнать. Сăмах май, районти 650 çемье нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен ятарлă удостоверенине илнĕ. Тивĕçлĕ хута илме халĕ те заявлени йышăнаççĕ.

Йышлă ачаллă çемьесен çăмăллăхсем те чылай. Сăмахран, 150 лаша вăйĕнчен сахалрах çăмăл автомашинăшăн транспорт налукне тỹлеттермеççĕ. 8 е ытларах пепкеллисен çурт-йĕрне хăтлăлатма пулăшаççĕ тата ытти те.

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика