Туслăх пытăр ĕмĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021, 11:09 Просмотров: 202

Патăрьел район делегацийĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнче пулнă. Вĕсем чăваш халăхĕ кĕрхи ĕçсем вĕçленсен йĕркелекен Чỹклеме уявне хутшăннă. Çавăн пекех Кăнна Кушкăри И. Я. Яковлев ячĕллĕ мемориал музейĕнче Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рамис Сафиулловпа Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов туслă çыхăнура ĕçлесси пирки килĕшỹ çырнă.

- Пирĕн районсен пĕр пеклĕхĕ нумай: аталанакан туризм, ял хуçалăхĕ, çĕнĕ объектсем тăвасси. Пĕрлехи тĕллевсем те пур, килĕшỹ шăпах вĕсене пурнăçлама май парать, - тенĕ Рамис Сафиуллов.

Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕ ытти районсен экономика сферинчи опычĕсене алла илме, хамăрпа паллаштарма хирĕç марринне палăртнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ тĕрлĕ регионпа тачă çыхăну тытнине, нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи "Чăваш тата Палестина халăхĕсем хушшинчи туслăхпа килĕшỹ пĕрлĕхĕ" обществăлла организаципе килĕшỹ çырнине каланă.

- Паян эпир çĕршывра пулса иртекен çĕнетỹ тата аталану тапхăрĕнче пурăнатпăр, çавăнпа та яланах пулăшу пама хатĕр партнерсем пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку вăл - çĕнĕ майсем, çĕнĕ аталану тапхăрĕ... - тенĕ Р. Селиванов килĕшỹ пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă май.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика