Аваллăха пĕлмесĕр малашлăха çул уçаймăн

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021 11:10 Просмотров: 143

Патăрьел районĕ хăнасене яланах хапăл пулнипе палăрса тăрать. Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхне Дани патшалăх географи обществин членĕ, ученăй, священник Томас Франк килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа курнăçнă май хăйĕн тĕллевĕпе - историллĕ паллă вырăнпа, Тикеш хулашĕпе, паллашма шут тытнине каланă. Хулаш тавра купаласа çаврăннă тăпрана вăл спутник картти урлă курнă, çакăн хыççăн кăсăкланма пуçланă. Унăн тĕпчевĕсем тăрăх, çакăн пек купасем Дани территорийĕнче те пур. Тикеш хулашне X-XI ĕмĕрсенче Данинчи викингсем килмен-ши текен шухăш çуралнă хăнан.

Ученăй Раççейпе унăн çĕршывĕн историллĕ çыхăнăвĕ пулнине те ĕнентересшĕн. Франк Тикеш хулашĕнче тупнă юпа-кĕлеткесем вăл пурăнакан çĕршыври вил тăприсем çинчи юпасемпе пĕр пекреххине палăртать. Вăл Дани христианствин çăлкуçĕсене Раççейре, тен шăпах Патăрьел районĕнче шырамалли шухăша та калать.

Датчанин викингсем Раççейĕн юхаш шывĕсемпе пĕчĕк кимĕсемпе килнине çирĕплетсе парасшăн. Томас Франк хăй те кимĕпе çул çỹрет. Ăна вăл ятарласа экспедици валли Чулхула тăрăхĕнчи ялта пурăнакан Михаил Напылов маçтăра тутарттарнă. Шăпах çавăн пеккисемпе вакингсем те усă курнă. Ишеве вĕçлесен Томас Франк хăйĕн киммине Данинчи музее парнелесшĕн.

Ют çĕршыв хăни Тикеш хулашĕпе паллашнă. Вăл пирĕн тăрăхри çынсем хăйĕнпе тарават пулнине, çакă халăхăн культури пысăккине каланă. Малашне викингсен шыв çул çỹревне ытларах тĕпчеме, Тикеш хулашĕнче пулнине çирĕплетекен фактсене шырама сăмах панă.

 (Хамăр корр.)

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика