Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021 11:10 Просмотров: 152

Чĕлхеçĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă профессиллĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Анисса Павловна Алексеева (16.09.1941) 80 çул каялла Тикешре çуралнă.

А. Алексеева вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) пĕлĕвне малалла тăснă. 1963-1967 çулсенче çак аслă шкулти вырăс чĕлхи кафедринче ассистент, аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 1967 çултан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс чĕлхи кафедрин доценчĕ, 1994-2015 çулсенче вырăс чĕлхи кафедрин ертỹçи пулса тăрăшнă.

 Анисса Павловна вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине танлаштарса тĕпченĕ, ют çĕршыв çыннисене вырăс чĕлхине вĕрентессин методикин ыйтăвĕсене хускатнă. Унăн тĕп ĕçĕсем: "Морфемика частей речи", "Единицы языка и единицы речи", "Из истории приставочного глагольного словопроизводства (на примере образований с об- и о-)", "Русский язык и культура речи" тата ыттисем те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика