Тухтăр патне вăхăтра каймалла

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021 11:35 Просмотров: 156

Кашни çыннах тĕл пулмассерен çирĕп сывлăх сунма тăрăшатпăр. Унран хакли мĕн пултăр тата. Коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче пушшех чылайăшĕн шиклĕх туйăмĕ пур. Никамăн та чирлес килмест. Кăшăл вирус ересрен асăрханулăх кирлех. Çын ытларах çỹрекен вырăнта сайрарах пулма тăрăшмалла. Маска тăхăнассине манмалла мар. Алăсене çумалла.

Коронавирус ытти чир пуррисен сывлăхне ытларах та хавшатма пултарать. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем сахал мар çынна аптратаççĕ. Ун пеккисен сыхă пулмалла. Çут тĕнчерен чĕре чирне пула çулленех 17 миллион ытла çын уйрăлать-çке. 2020 çулта, акă, В.Алмазов ячĕллĕ медицина институчĕн центрĕн кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕнче юн пусăмĕн çаврăнăшĕн чирĕпе 944843 çын вилни паллă. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă. Сывлăха упраса пыма тăрăшнă пулсан чылайăшĕ паянхи кун та çĕр çинче утса çỹреме пултарнă пулĕччĕ. Эппин, мĕн тумалла-ха? Тăварлă япала сахалрах çимелле. Пирус туртма пăрахмалла, эрех-сăрана сивлемелле. Йывăр ĕçлемелле мар. Пахча-çимĕçпе улма-çырла ытларах çиме тăрăшмалла.

Юн пусăмĕн çаврăнăшне виçсех тăмалла. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине асра тытмалла. Юн пусăмĕн çаврăнăшĕпе чирлекенсем патне патшалăх та сахал мар тимлĕх уйăрать. 2019 çултанпа республикăра "Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси" проект пурнăçа кĕрсе пырать. Çавна пула Чăваш Енре 2018 çулхипе танлаштарсан ку енĕпе вилекенсен йышĕ 2,1 процент чакрĕ. 2020 çулхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе илес пулсан миокард инфаркчĕ те 12,7 процент сахалрах тĕл пулчĕ.

Тепĕр хут çакна аса илтересшĕн. Врач патне вăхăтра кайни чире маларах сиплеме пуçăнма май парать. "Чĕрем, эпĕ Сана юрататăп" теме ан манăр. Мĕн каланине асра тытма тăрăшăр.

В. ЯНТЫКОВА, районти тĕп больницăн врач-неврологĕ

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика