Ăмăртăвăн сумĕ ỹсет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021 11:35 Просмотров: 148

 Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче Геннадий тата Петр Рыбкинсен ячĕпе çăмăл атлетикăпа республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут пулчĕ. Унта Юхма Пăла тăрăхĕпе пĕрлех Шăмăршă, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенчи, Канаш хулинчи 100 ытла çăмăл атлет явăçрĕ.

Пĕр тăвансем спорта чунтан парăннă çынсем. Çăмăл атлетика енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕллĕ иккĕшĕ те. Вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕн физвоспитани факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Геннадий Васильевич Туçари вăтам шкулта ĕçленĕ. 1974 çулта республика чемпионĕ пулнă. Тĕрлĕ дистанцие парăнтарма пултарнă. Тĕршшĕне сикессипе те кăтартăвĕсем лайăх.

РСФСР çут ĕç отличникĕ халĕ тивĕçлĕ канура. Петр Васильевич та тетĕшĕн çулĕпех кайнă. Ячĕ-сумĕ унăн та çителĕклех. Хальхи вăхăтра шкул директорĕнче ĕçлет. Ачасене спортпа туслаштарассине те тивĕçлипе туса пырать. Ахальтен мар шкулăн хĕрсен волейбол команди (8 класра вĕренекенсем унта) ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче 11 класра пĕлỹ пухакансене те выляса илме пултарать.

 Спорт уявне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, нумай хут СССР чемпионĕ пулнă тата икĕ хутчен тĕнче чемпионатне хутшăннă Анатолий Савельев, утас енĕпе тĕнче рекордсменки тата СССР чемпионки Александра Деверинская, педагогика наукисен кандидачĕ, доцент, полици полковникĕ Николай Шашкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Михаил Телегин тата ыттисем саламларĕç. Хăнасем кашни хăй ятĕнчен шкул умне асăнмалăх туя йывăçĕн хунавĕсене лартрĕç.

Ăмăрту çивĕч иртрĕ. 2-4, 5-7, 8-9 классенче вĕренекенсем тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Командăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çамрăкĕсем пĕрремĕш, Ыхра Çырминчен килнисем иккĕмĕш, ялти шкулта пĕлỹ пухакансем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем кубока, медальсене,ю дипломсене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика