Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021 09:45 Просмотров: 104

Власть бизнеса итлетĕр тата илттĕр

 «Бизнесшăн: регионсен рейтингĕ» - çакăн пек ятпа «Манăн бизнес» центрта эрнекун Пĕтĕм Раççейри конференци, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕн ялавĕ айĕнче йĕркеленĕскер, иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Калаçу бизнеса, предпринимательсен прависене хӳтĕлесси тавра пулнă.

Манăн пахча наркомана ан илĕрттĕр

Çулла-кĕркунне, наркотиклă ÿсен-тăран çитĕннĕ, пулса çитнĕ тапхăрта, наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ çулленех пысăкланать. Шел те, асăннă йышши ÿсен-тăран хăй тĕллĕн те çитĕннисĕр пуçне республикăра ăна акса-лартса ÿстерекенсем те пур. Çакăн пирки Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче калаçу пулнă. Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров каланă тăрăх, кантăр, мăкăнь хăй тĕллĕн те, çынсем ятарласа акнипе те ÿсет пулин те хăш-пĕр районта унашкал пĕр тĕслĕхе те тупса палăртман. Шырамасан, паллах, тупаймăн. Шырамалла, тĕп тумалла — наркомансене, наркотиклă хутăшсем сутса услам тăвас кăмăллисене ан илĕртчĕр.

Театрта - çĕнĕ сезон

Шупашкарти Çамрăксен театрĕ хăйĕн черетлĕ сезонне уçнă. Пултаруллă артистсем сцена çине çĕнĕ спектакльпе - Ольга Туркайăн пьеси тăрăх лартнă «Савтепи» легенда-юмахпа - тухнă.

Илпек Микулайне халалласа палăк уçнă

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршă шкулĕн картишĕнче Чăваш АССР халăх çыравçине Илпек Микулайне /Николай Филиппович Ильбеков/ халалласа лартнă палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Палăк авторĕ — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Кондрашкин скульптор ӳнерçĕ. Илпек Микулайĕ тесен тӳрех унăн «Хура çăкăр» романĕ аса килет. Унта революци умĕнхи чăваш ялĕ сăнланнă. Çак хайлавра çыравçă тăван çĕре, унăн илемне, çыннисене юратни палăрать.

Авточупу Шупашкара та кĕрсе тухнă

Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри «ЭлектроМобилизаци-2021» фестивальпе килĕшӳллĕн электромобильсем авточупăва тухнă. Мероприяти чĕр тавартан технологи, цифра тĕнчине куçма хистет. Авточупу çĕршыври 7 хулана пырса тивнĕ: Мускав, Доброград, Чулхула, Шупашкар, Иннополис, Хусан тата Чĕмпĕр. Çак хуласенче вырăнти влаçсемпе тата электромобиль технологийĕсемпе ĕçлекенсемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Ульяновск облаçĕн технологи аталанăвĕн агентствин электромобиль аталанăвĕн проекчĕн ертÿçи Дмитрий Ванюшин палăртнă тăрăх, тепĕр 10-15 çултан электромобильсем автомобильсене улăштарма та пултарĕç.

Теплоходра сывлӑха тӗрӗсленӗ

Шупашкарти юхан шыв портĕнче "Cывлăx xумĕ" акци иртнĕ. Кăçaлхипе пирĕн хулара  15-мĕш хут. Çĕршывăн чи чаплă медицина центрĕсен тухтăрĕсем çӳллĕ шайри технологи диагностикин оборудованийĕ вырнаçтарнă "Северная сказка" теплоходпа кăнтăрлахи 13.00 сехет тĕлне килсе чарăннă. Хăнасене ЧР сывлăx cыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулa  администрацийĕн пуçлăxĕн заместителĕ Ольга Чепрасова тата пултарулăx yшкăнĕceм кĕтсе илнĕ.

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика