Ырă малашлăха шанса

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021, 11:57 Просмотров: 169

Сентябрĕн 17-19-мĕшĕсенче республикăра пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларĕç. Çавăн пекех хăш-пĕр районта вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсен суйлавĕ те иртрĕ.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕр мандатлă Канаш тата Шупашкар суйлав округĕсенчен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Анатолий Аксаковпа (41,74 процент) Алла Салаева (39,89 процент) чи нумай сасă пухнă. Партисен хушшинче малта - "Единая Россия", уншăн суйлавçăсен 37,24 проценчĕ сасăланă. Унтан - КПРФ (22,48 процент), "Справедливая Россия - За правду" (14,92 процент), ЛДПР (6,8 процент), "Новые люди" (5,67 процент).

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен мандачĕсемшĕн пынă кĕрешỹре "Единая Россия" партишĕн суйлавçăсен 35,07 проценчĕ сасăланă. КПРФ - 21,32 процент, "Справедливая Россия - За правду" - 15,13 процент, ЛДПР - 7,05 процент, "Партия пенсионеров за справедливость" - 6,95 процент, "Новые люди" - 5,88 процент. Çапла майпа Чăваш Республикин Канашĕ ултă палатăллă пулĕ.

Пирвайхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх Чăваш Енре суйлавçăсен 58 проценчĕ суйлава хутшăннă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те виçĕ кун хушши 50 суйлав участокĕ 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлерĕ. Малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх списока кĕртнисен 85,17 проценчĕ суйлава хутшăннă. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика