Тухса çỹрени вăй хушать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021 11:58 Просмотров: 111

 Сентябрĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче Чăваш Республикинчи фермерсен слечĕ иртнĕ, пĕрлех фермер хуçалăхĕсем хатĕрленĕ продукцисен куравĕ те ĕçленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та пулнă, пуринпе те пĕрле вырăнти хуçалăхсем туса илекен таварсене пахаланă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх представителĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура ял аталанăвне, малашлăхне сỹтсе явнă. "Чи лайăх старт", "Чи лайăх çемье ферми", "Эффективлă коопераци" номинацисемпе патшалăх пулăшăвне илсе проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ фермерсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Агропромышленность комплексĕнче чылай çул вăй хунисене тата чи лайăх ĕçленисене патшалăх наградисемпе чысланă. Сумланисем хушшинче пирĕн районти фермер хуçалăхĕн ертỹçи Анатолий Лялькин та пур.

 (Хамăр корр.).

Газета

Архив материалов

Октябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика