Районта - Савватий митрополит

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021, 12:00 Просмотров: 181

Вырсарникун православи тĕнне ĕненекенсемшĕн паллă пулăм пулчĕ: Туçари çветтуй Троица ячĕпе хисепленекен чиркĕве Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий килчĕ. Вăл Михаил Архистратиг тунă тĕлĕнтермĕше асра тытса уяв кĕлли ирттерчĕ. Унпа пĕрле Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Феодор епископĕ, III тата IV округĕсен благочиннăйĕсем, ытти пачăшкăсем хутшăнчĕç.

Сумлă хăнасене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Туçари çветтуй Троица ячĕпе хисепленекен чиркỹ настоятелĕ, Улатăр епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей кĕтсе илчĕç.

Тĕл пулура Рудольф Селиванов митрополит пирĕн района килни малашлăхра тачă çыхăнура ĕçлес шанăçа çуратнине палăртрĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика